ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паян "Пирĕн пурнăç" хаçатăн Çуралнă кунĕ. Юратнă хаçатăмăр 88 çул тултарчĕ.
Хаклă вулаканăмăр, эсĕ ăна килĕштерни, кĕтсе тăни иккĕлентермест. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки 5 çул хушшинче хаçат страницисенче пĕр-пĕрне саламлани те самаях йышланчĕ (10 çул каяллах хаçатра саламлани çукпа пĕрехчĕ).
Хаçат тиражĕ те çултан-çул ỹсет, 10 çул каяллах хаçат тиражĕ 2 пине яхăн кăна пулнăччĕ. Паян вара "Пирĕн пурнăç" районти кашни киле çитет тесен те йăнăш пулмĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, районта вăтамран 8 пин кил-çурт шутланать: çак шута тахçанах хуçасăр пỹртсем те кĕреççĕ тата чылайăшĕн прописки районта пулсан та хăйсем аякра ĕçлесе пурăнаççĕ... Йĕри-тавра пăхсан хамăр пурăнакан ялтах хупă пỹртсем сахал мар. Аякка ĕç шыраса куллен районтан çул çине тухакансем те нумаййăн. Апла пулин те хаçата 3 пин те 300 ытла çемье çырăнса илет. Ку районшăн пысăк кăтарту! Апла пулсан район хаçачĕ кашни килтех пур тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Çавăн пекех редакцин хăйĕн сайчĕ те пур, хаçат страницисенче кун çути курайман сăнỹкерчĕксем сайтра вырăн тупаççĕ. "Пирĕн пурнăç" хаçатри материалсемпе интернетри соцсетьсенче те паллашма май пур. "Одноклассники", "ВКонтакте" сетьсенчи пирĕн материалсене лайăхпа палăртакансем те чылаййăн.
Пĕтĕм Раççейри "Золотой фонд прессы - 2017" тата Пĕтĕм Раççейри "Золотой фонд прессы - 2018" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕ çĕршыври прессăн ылтăн фондне кĕме пултарчĕ. Ку пулăм та савăнтарать.
Енчен те, хаклă вулаканăмăр, сирĕн тăванăр, юлташăр "Пирĕн пурнăçа" çырăнса илмест пулсан (ку вăл хаçата юратманнине пĕл-термест, "Пирĕн пурнăçа" вăл вуласа курман) - ăна пулăшма васкăр! Çуралнă кунпа тата ытти сăлтавпа та "Пирĕн пурнăçа" çырăнса парăр. Çакă парнене вăл пысăка хурса хаклĕ тата "Пирĕн пурнăçа" юратса вулĕ.
Хаклă вулаканăм! Сана Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа 88 çул çитнĕ ятпа саламлатăп! Малалла та пĕрле утма çирĕп сывлăх, такăр çул, яланах "Пирĕн пурнăç" хаçата алла илсе вулама ырă кăмăл, пурнăçра телейпе ăнăçу сунатăп! Кашни вулакана, кашни почтальона, редакцине килекен кашни çырăвăн авторне çĕре çити пуç тайса тав тăватăп!
Пурте пĕрле пулар! Йышпа эпир вăйлă!
Алина ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |