Паян пурне те стадионта кĕтетпĕр!

Категория: Главные новости Опубликовано: 06.09.2017, 09:51 Просмотров: 652

sportpresАса илтеретпĕр, çитмĕл тăххăрмĕш хут ĕнтĕ республикăра А.Николаев космонавт летчика халалласа эстафета чупăвĕ - Прессăн спорт фестивалĕ - иртет. Ăна икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: пĕрремĕш тапхăр паян - "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн - пулĕ, иккĕмĕш тапхăр - финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 9-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттерме палăртнă. Паян Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче иртекен эстафета чупăвне спорта кăмăллакансем хастар хутшăнасса шансах тăратпăр. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 14 сехет те 45 минутра уçĕç. Ăмăрту 15 сехетре пуçланать. Ушкăнсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе тата парнесемпе чыслĕç.

Редакци.