Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

  

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!

Категория: Культура Опубликовано: 19.04.2019, 10:36 Просмотров: 816

Чутай çĕрĕ талантлă та пултаруллă, ташша-юрра ăста çынсемпе пуян пулнине тепĕр хут ĕнентерсе паракан илемлĕ те чаплă, мăнаçлă концертсем пулчĕç апрелĕн 12-мĕшĕнче тата апрелĕн 16-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче. Малтан куракансене аслисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, унтан - ачасем.

  Гала-концертсене кăçал паллă тăвакан Театр çулталăкне тата чăваш халăх поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул, Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 90 çул, вырăс поэчĕ Алексей Фатьянов çуралнăранпа 100 çул, Александра Пахмутова композитор çуралнăранпа 90 çул, чăваш композиторĕ Аристарх Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 105 çул, чăваш поэчĕ Валентин Урташ çуралнăранпа 95 çул çитнине халалларĕç.

IMG 8041Аслисен пултарулăхĕ

Апрелĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ гала-концертра хăйсен пултарулăхĕпе аслисем савăнтарчĕç. Куракансем районти Культура çуртне концерт пуçланиччен чылай малтан пухăнчĕç. Артистсем сцена çине тухнă тĕле залта ларма мар, тăма та вырăн çукчĕ темелле. Виçĕ сехет хушши ура çинче тăрса концерт курассинчен хăранисем кăна килте юлнă пулĕ вăл каç. 

Сăмах май, гала-концерта халăх йышлă пухăннине кашни çулах курма пулать. Çакă, паллах, савăнтарать - чутайсем ентешĕсен пултарулăхне пысăка хурса хакланине палăртать ку. 

Аслисен концерт программи питĕ пуян пулчĕ, кашни ял тăрăхĕнчен тенĕ пекех хор коллективĕсем сцена çине тухрĕç. Палăртмалла, гала-концерта Хĕрлĕ Чутайри учительсен хорĕ "Песня о Родине" юрăпа уçрĕ, солисчĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн учителĕсем Валентина Грачева музыка ертỹçи тăрăшнипе тăтăшах сцена çине тухаççĕ, районти тата ун тулашĕнчи мероприятисене хутшăнса хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ.

Концертра çавăн пекех Ачасен искусство шкулĕн, районти Культура çурчĕн тата ял тăрăхĕсен артисчĕсем хăйсен пĕччен тата халăхпа юрлакан юррисемпе, илемлĕ те савăнăçлă ташшисемпе, сăввисемпе, кулăшла сценкăсемпе куракансене савăнтарчĕç. Залра ларакансем вĕсене пурне те тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Ачасен пултарулăхĕIMG 8388

Апрелĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ ачасемпе çамрăксен гала-концерчĕ те номерсемпе пуян пулчĕ, куракансем вĕсене пурне те хапăл туса йышăнчĕç, хĕрỹллĕн алă çупрĕç. 
Концерта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн тата Ачасен искусство шкулĕн, районти Культура çурчĕн, "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсен, Питĕркасси, Атнар, Ачкасси, Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Пантьăк, Штанаш, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенчи шкулсемпе ача сачĕсен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем пĕрлештернĕ хорсенче, ансамбльсенче тата уйрăммăн юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, сценкăсем лартса пачĕç. Çамрăк артистсем куракансен кăмăлне çемçетрĕç, хавхалантарчĕç, савăнтарчĕç.

 

Гала-концертсен илемлĕх ертỹçи - район администрацийĕн культура пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Алина Михуткина.   Аслисен гала-концертне Олеся Митрякова ертсе пычĕ, ачасенне - Ангелина Сазонова.   Сценăна илемлетекенсем: Тралькасси ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем (аслисен концерчĕ) тата Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Артемьева (ачасен концерчĕ).

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31