"Пĕр класра вĕреннисене" те пĕтĕмпех пĕлтерме хăрушă

Категория: Образование Опубликовано: 30.08.2017, 10:56 Просмотров: 747

ok

ВКонтакте, Одноклассники, Facebook... Социаллă сетьсенчи хăвăрăн страницăра статуса юлашки хут хăçан улăштарнă эсир? Сăнỹкерчĕксем вырнаçтарнă? Пĕр-пĕр тестăн ыйтăвĕсем çине хуравланă? "Классем" тата "лайксем" лартнă?

Пĕрисем çак ыйтусем çине хуравласа "пĕр сехет каялла кăна" тейĕç, теприсем "ĕнер е паян кăна" тесе хуравлĕç. Интернетра хамăр пирки пĕлтерсех тăрасси хальхи саманан ỹкерчĕкĕ пулса тăчĕ. Тепĕр чухне эпир социаллă сетьсенче ют çынна куçа-куçăн ним тусан та калама хăяйман информацие те пĕлтеретпĕр. Интернетра пирĕн сăнỹкерчĕксене вара миллион çын курма пултарать, шухăш-кăмăла палăртакан статуссене те çавăн чухлĕ çыннах вулать. Чăннипех те хăрушсăр-ши çапла туни? Социаллă сетьри аккаунта (страницăна) тем пек хỹтĕлени те пулăшмасть тепĕр чух - усал шухăшлисемшĕн ăна "çĕмĕресси" нимĕн те мар. Çавăнпа та хамăра тата çывăх çынсене хỹтĕлес тесен пирĕн соци-аллă сетьсенче çак информацие пĕлтермелле мар:

1 Хăçан çуралнине туллин ан çырăр Çуралнă кунта социаллă сетьсенче темĕн чухлĕ салам е парне илсен мĕнле савăнмăн? Сăн-питре тỹрех йăл-кулă çуралать, чун савăнăçпа тулать. Мĕн чухлĕ çын "астăвать" иккен сан пирки, хăйсен вăхăтне шеллемесĕр салам сăмахĕ çырать! Анчах та çуралнă кун хăçан пулнине кăтартни социаллă сетьсенчи хăрушсăрлăх правилисене пăсни шутланать. Çавăнпа та çуралнă кунĕ хăçанне çырсан та хăш çулта çуралнине ан кăтартăр. Чăннипех сире юратакан, хисеплекен тата сирĕн çинчен шухăшлакан çынсем Çуралнă кун çинчен унсăрăн та манмаççĕ.

2 Мăшăрлă е мăшăрсăр пулнине Çак информацие те пурне те пĕлтермелле мар. Уйрăмах ку хĕрарăмсене пырса тивет. Сирĕн "никампа та тĕл пулмастăп", "активлă шыравра", "каллех пĕччен" текен статуссене кам мĕнле тĕллевпе вуланине ăçтан пĕлĕн? Тен, çак информаципе усал шухăшлисем усă курасшăн?

3 Çак самантра ăçта кайнине Сирĕн страницăна кĕрсе вулакансене эсир эрнере çичĕ кун хушшинче, талăкри 24 сехетре ăçта тата кампа пулнине пĕлтерсе тăма кирлех-ши? Кун пирки питех пĕлтерес тесен те иртнĕ вăхăтрине пĕлтерĕр, калăпăр, отпуска кайса килнĕ хыççăн. "Эпĕ каçхи клубран таврăнатăп", "Эпĕ çав-çав тĕле кайма палăртатăп" йышши статуссем усал шухăшлисене илĕртсен? Ку информаци чи малтанах сирĕн пурнăçпа сывлăха сиен кỹме пултарни пирки шухăшламалла. Унсă-рăн эсир тинĕс хĕрринче сар хĕвел айĕнче хĕртĕнсе выртнă хушăра сирĕн хваттере çаратса кайма та пултарĕç...

4 Кил-çуртра пĕчченех пулни пирки Кун пирки уйрăмах ачасене пĕл-терме чармалла. Çавăнпа та аслисен ачисем социаллă сетьсенче мĕнле информаци лартнине пĕлсех тăмалла.

5 Ачăрсем пирки ан пĕлтерĕр Паллах, эпир пурте хамăрăн ачасене юрататпăр, çавăнпа та вĕсен хăрушсăрлăхĕ пирки те çунатпăр. Анчах та социаллă сетьсенче хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисен сăнỹкерчĕкĕсене те лартаççĕ, вĕсем хăçан çуралнине те, ăçта, миçемĕш класра вĕреннине те пĕр шухăшсăр пĕлтереççĕ. Усал шухăшлă çын вара çак информаципе ачана сиен кỹрес тенĕ чух усă курма пултарать. Калăпăр, ачана астарса илĕртсе каяс тесен ăна интернетра тупнă информацие (ашшĕ-амăшĕн е тăванĕн ятне, кампа туслă пулнине тата ыттине) пĕлтерет те шанăçа кĕме пултарать. Ачасем сахал çухалаççĕ-им хальхи вăхăтра?

Çакăнта çырнине вуланă-вуламан социаллă сетьсенчи информацие "тасатма" васкамалла мар, паллах. Анчах та социаллă сетьсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пулмаллине нихăçан та ан манăр!

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.