Ачасемшĕн усăллă физкультура

Категория: Образование Опубликовано: 13.09.2017, 09:08 Просмотров: 626

20160916 143218Çыннăн сывлăх шайĕ ытларах вăл мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынинчен килет. Уйрăмах ачасен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хальхи вăхăтра физкультурăпа спорт сывлăха питĕ пысăк ырă витĕм кỹни пирки нумай калаççĕ. Чылай чиртен хăтăлма пулăшаканни вăл - сыватакан физкультура. Сыватакан физкультура - ачан сывлăхне кура ятарласа хатĕрленĕ хăнăхтарусем. Çакăн пек физкультура вăй хушать, тĕртĕмсене, иммунитета çирĕплетет, япаласен ылмашăвне лайăхлатать. Çак физкультура хусканусене пула сыватать.

Пирĕн шкулта ачасем кун йĕркине пăхăнаççĕ, вĕренỹ вăхăтĕнче канаççĕ, çусемпе, углеводсемпе, белокпа пуян апат çиеççĕ, уçă сывлăшра уçăлса çỹреççĕ. Апла пулин те шкулта çулсерен сывлăх енчен хавшак ачасене тупса палăртаççĕ, уйрăмах 6-12 çулхисем хушшинче. Çакăн пеккисемпе ĕнтĕ сыватакан физкультура занятийĕсем ирттеретпĕр. Занятисем 3-6-мĕш классенче иртеççĕ. Пĕр заняти 30 минут хушши пырать. Ачасене икĕ ушкăна пайлатпăр: лапа ураллисем тата кĕлетке пăсăлнисем. Кашни ушкăн валли ятарлă хусканусем хатĕрлетпĕр. Ачасем хусканусене ятарлă пĕчĕк кавирсем çинче тăваççĕ, çав вăхăтра юрă-кĕвĕ янăрать. Унсăр пуçне пирĕн тĕрлĕ тренажерсем, швед стенки, спорт инвентарĕ пур. Ачасене сыватакан физкультура килĕшет, мĕншĕн тесен вăл вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшать.

Светлана ДАНИЛОВА, Саланчăкри интернат шкулăн ЛФК инструкторĕ.