ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн районта хăйсен ĕçне чунĕсене парса пурнăçлакан педагогсем сахал мар. Тăрăшнине курах ĕнтĕ вĕсем çĕршыв шайĕнчи хисепе тивĕçеççĕ. Акă Мăн Этмен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Татьяна Васильевна Горбунова та нумаях пулмасть ачасене вĕрентес ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Татьяна Горбунован педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çулпа танлашать. Татьяна Васильевна вĕрентекен ачасем тăтăшах чăваш чĕлхипе е тăван ен культурипе пулакан олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕрентекен хăй те, пысăк опытлă пулсан та, пĕлĕвне ỹстерсех пырать, ятарлă курссенче пĕлỹ пухать. Тăван ен историйĕпе тата культурипе тăтăшах уçă уроксем, мастер-классем ирттерет.
Ачасене пĕлỹ парас ĕçре тимленисĕр пуçне Татьяна Горбунова тĕрлĕ программăсем те хатĕрлет. Хальхи вăхăтра пĕчĕккисем валли хатĕрлекен "Чăвашла-вырăсла-тутарла" словарĕн авторĕсенчен пĕри те вăл. Татьяна Васильевна вĕрентекенĕсене чăвашла çырма хăнăхтарса пырать - ачасен тата унăн хăйĕн материалĕсем тăтăшах район хаçатĕнче кун çути кураççĕ. Пултаруллă педагог професси ăсталăхĕн конкурсĕсене те хутшăнать. Çитĕнĕвĕсене кура вăл пĕлтĕр ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн районти педагогсене ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.
А.КАРПОВА.
Сентябрь 2023 |