Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасен пуласлăхне палăртакансене саламларĕç

Категория: Образование Опубликовано: 06.10.2017, 11:27 Просмотров: 1061

Октябрĕн 4-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче шкулсемпе ача сачĕсенче вăй хуракансене халалланă уяв иртрĕ. Учительсемпе воспитательсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте, районти педагогика ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Улянды, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Юлия Мареева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Трофимов саламларĕç.

Учительсемпе воспитательсем - ачасен пуласлăхне палăр-такансем. Ăшă та ырă кăмăллă лару-тăрура иртнĕ уявра мал ĕмĕтлĕ те пуçаруллă, хăйсен ĕçне чунпа парăннă педагогсене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç.

Район пуçлăхĕн Александр Степановăн Тав çырăвне Питĕркассинчи шкул директорĕн çумĕ Марина Юрьевна Вазина, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта хими вĕрентекен Наталья Васильевна Мидакова, Хусанушкăнь шкулĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн воспитателĕ Ирина Ивановна Ванюшкина тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуç-лăхĕн Александр Башкировăн Хисеп грамотине Атнарти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Елена Николаевна Волкована, "Пилеш" ача садĕнче воспитатель пулăшуçинче тăрăшакан Ольга Ивановна Чумур-лаевана, "Хĕвел" ача сачĕн воспитательне Галина Александровна Охливанкинана тата кунта воспитатель пулăшуçинче тимлекен Анжелика Михайловна Шипеевана, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Вадимовна Яруськинана пачĕç.

Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн Хисеп грамотине Çĕн Атикасси шкулĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн поварĕ Вера Филимоновна Софронова тата воспитатель пулăшуçи Алина Анатольевна Максимова, Питĕркассинчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Лариса Александровна Абакумова, Тури Çĕрпỹкассинчи шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Светлана Владимировна Лукина тивĕçрĕç.

Кăçал кăна ачасемпе ĕçлеме пуçланă çамрăк учительсене - Атнар шкулĕнче физкультура вĕрентекен Татьяна Владимировна Туйманкинана тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Наталья Владиславовна Удякована - сертификат тата профсоюз билечĕ пачĕç.

Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте чиркỹпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн тата ачасене тĕрĕс ăс-хакăл воспитанийĕ панăшăн "Хĕвел" ача сачĕн заведующине Алена Леонидовна Васильевана, "Пилеш" ача сачĕн заведующине Татьяна Александровна Карпована, районти педагогика ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председательне Татьяна Ивановна Уляндые Тав сăмахĕ пачĕ. Чăвашлăха аталантарас тата ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентес ĕçре хастар тăрăшнăшăн Чăваш наци конгресĕн Дипломне "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсем, Хĕрлĕ Чутайри тата Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсем тивĕçрĕç.

Республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕн районсем хушшинчи тапхăрĕнче палăрнăшăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн директорне Раиса Николаевна Ильинана тата хор ертỹçине Валентина Иосифовна Грачевана Хисеп грамоти парса саламларĕç. Уяв программине районти шкулсенче тăрăшакансемпе вĕренекенсен, ача садне çỹрекенсен ташши-юрри сĕм кĕртрĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5