ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Мĕнле хитре лĕпĕшсем куртăмăр паян - пĕчĕккисене те, пысăккисене те! Тем тĕрли те пур, хăшĕсем айккинчен пăхсан тĕсне те улăштараççĕ - çутă-кăвакран хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ курăнаççĕ", - çапларах калаçнине илтме тỹр килчĕ мана нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пулнă май. Пуçламăш классенче вĕренекенсене районти музейра уçăлнă "Тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсем" курава илсе кайнă пулнă иккен, шăпах çавна сỹтсе явнă ачасем. Курав ачасене килĕшнĕренех пулĕ районта октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 3-мĕшĕччен "Лĕпĕшсемпе нăрăсен тĕнчинчи çулçỹрев" ятпа ỹкерчĕксемпе алĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Конкурса ача садне çỹрекенсемпе шкул ачисен 100 ытла ĕçĕ килнĕ. Сăрласа илемлетнĕ, хутран касса кăларнă, тĕрленĕ лĕпĕшсемпе нăрăсенчен чи илемлине, чи лайăххине суйласа илме жюрие çăмăл пулман. Çавăнпа çĕнтерỹçĕсене ачасен çул ỹсĕмне кура палăртнă.
Ача садне çỹрекенсем хушшинче Дарья Коршуновапа Дарья Кудряшова пĕрремĕш вырăн йышăннă, иккĕмĕш вырăна Татьяна Ильина, Василиса Сядайкина тивĕçнĕ, вĕсем пурте "Хĕвел" ача садне çỹреççĕ. Виктория Ермеева (Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи "Росинка" ушкăн), Ангелина Мидакова, Семен Михайлов, Дмитрий Михопаркин, Иван Сядайкин ("Хĕвел" ача сачĕ) виççĕмĕш вырăн йышăннă. 1-2-мĕш класа каякансем хушшинче пĕрремĕш вырăна Мишеркасси шкулĕнче вĕренекен Ульяна Макарова тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Карина Михеева тухнă, иккĕмĕш - Богдан Бахметьев тата Валерия Карпова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Александр Романов (Мишеркасси шкулĕ), виççĕмĕш - Кристина Васильева, Дарья Герасимова, Николай Патьянов, Карина Плисова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ).
3-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Ангелина Соколова (Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ), Артем Куропаткин, Анжелика Савельева, Карина Сергеева (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) ĕçĕсем мала тухнă, иккĕмĕш вырăна Константин Серейкин (Мишеркасси шкулĕ), Макар Сорокин (Атнар шкулĕ) тивĕçнĕ, виççĕмĕшне - Роман Алжейкин, Кристина Епифанова, Евгений Лукин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Дмитрий Назаров (Мăн Этмен шкулĕ).
4-мĕш класра вĕренекенсенчен пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Екатерина Ишмендерова, Александра Кириллова, Екатерина Петрова тухнă. Снежана Бродюкова, Анна Сятрайкина, Софья Ярабаева (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш вырăна Ирина Игушкинапа Полина Никифорова (Атнар шкулĕ), Ксения Лукина (Мишеркасси шкулĕ), Ксения Спиридонова, Валерия Столярова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) тухнă.
5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Мăн Этмен шкулĕнчи Анастасия Данилова, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Наталия Новикова, Питĕркасси шкулĕнчи Диана Сядайкина, Семен Сядайкин, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Виктория Падюкова, Дарья Романовапа Даниил Романов, Марк Чемалинов пĕрремĕш вырăна тухнă. Мăн Этмен шкулĕнчи Юлиана Никифорова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Богдан Тинехпейкин, Хусанушкăнь шкулĕнчи Никита Тумандейкин иккĕмĕш вырăн йышăннă, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Мария Иванова, Мăн Этмен шкулĕнчи Алина Макашева, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Ангелина Мареева виççĕмĕш пулнă.
Чи лайăх ĕç пурнăçласа конкурсăн тĕп парнине çĕнсе илекенни вара - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 5 А класра вĕренекен Карина Яруськина. Карина конкурса тĕрленĕ лĕпĕш тăратнă. Çак ĕçшĕн вăл лĕпĕшсемпе нăрăсен куравĕнчи илемлĕ те пысăк пĕр лĕпĕшне тата грамотăна тивĕçнĕ. Маттур хĕрачана парнесене Чăваш Республикин халăх художникĕ Анатолий Данилов районти музейра иртнĕ "Искусство каçĕнче" парса чысланă. Конкурса хутшăннă пур ача та хисеп грамотисемпе сертификатсене тивĕçнĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |