ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Светлана Николаевна Саверкина патне ĕç кабинетне кĕмен ашшĕ-амăшĕ сахал пулĕ. Шăпах вăл ачаллă çемьесене тĕрлĕ социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерес ыйтусемпе вăй хурать, кирлĕ хутсене йышăнать. Кунта, районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче, вăл 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлет. Çак хушăра вăл ĕçтешĕсен, ĕçпе килсе çỹрекенсен хисепне çĕнсе илнĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ 2021 çулта унăн сăнне район Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Светлана Николаевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Горшкова) Карăкçырми ялĕнче 1982 çулта кун çути курнă. Тралькасси шкулне пĕтернĕ хыççăн вăл хăйĕн пурнăçне бухгалтер ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă. Ку тĕллевпе Çĕмĕрлери 10-мĕш училищĕне вĕренме çул тытнă. Унтан 2000-2003 çулсенче Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче куçăмсăр майпа çак профессипех пĕлĕвне тарăнлатнă. 2007 çулта вара вăл Мускаври технологипе управленин патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса "Бухгалтери учечĕ тата экономика" специальноçĕпе аслă пĕлỹ илнĕ.
Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пурнăçне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă май, Светлана та пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Ĕç биографине те вăл ача чухнех 1995 çулта "Нива" ЯХПК-ра пуçланă. Çуллахи каникулсенче хĕрỹ ĕççи пынă вăхăтра вăл тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. 2001-2009 çулсенче вара çак хуçалăхрах бухгалтерта тăрăшнă. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, 2009 çултанпа паянхи кунччен районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче тăрăшать, ачаллă çемьесене тĕрлĕ социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерес ыйтупа тимлет.
Ĕçтешĕсем палăртнă тăрăх, Светлана Николаевна - хăйĕн ĕçне пĕлекен специалист. Вăл ĕçне чунтан парăнса пурнăçлать, социаллă ĕçре кирлĕ пĕлĕвне тарăнлатса пыма тăрăшать, ĕçе вăхăтра, ырана хăвармасăр пурнăçлама ăнтăлать. Çынсен ыйтăвĕсене татса парас тесе тимлет, вĕсене пулăшас тесе хăйĕнчен мĕн кирлине тăвать. Ырă кăмăллă хĕрарăм тĕрлĕ ыйтупа пыракан пур çынпа та вашават пулма тăрăшать. Ĕçтешĕсем хушшинче те вăл хуть те хăш вăхăтра пулăшма хатĕр пулнипе, кирлĕ канаш-сĕнỹ пама пултарнипе палăрса тăрать. Светлана Николаевна 2003 çулта Енкĕлт каччипе Сергей Саверкинпа çемье çавăрнă. Вĕсен Наташа хĕр çитĕнет, хальхи вăхăтра вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра ăс пухать. Саверкинсем хуçалăхра чылай выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пыл хурчĕсем те ĕрчетеççĕ. Мăшăр килĕштерсе пурăнать, пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшать.
Светлана Николаевна обществăлла ĕçрен те пăрăнмасть. 2015-2020 çулсенче вăл Енкĕлтри суйлав участокĕнче тимленĕ. Секретарьте, унтан суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă вăл. Çак хушăра та яваплă пулнипе палăрнă. Ку ĕçре те вăл ĕçлес туртăмĕ пысăк пулнипе, суйлав процесне лайăх ăнланнипе палăрса тăнă, комисси членĕсен кăна мар, суйлавçăсен хисепне те çĕнсе илнĕ.
"Нива" ЯХПК-ра тăрăшнă вăхăтра, 2008 çулта, пултаруллă çамрăк Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илме тивĕç пулнă. Социаллă хỹтлĕх тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Районти çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе хастар ĕçленĕшĕн ăна район администрацийĕн чылай Хисеп грамотипе Тав сăмахне парса чысланă.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |