Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăн-чăн полковник

Категория: Общество Опубликовано: 25.03.2022, 09:46 Просмотров: 516

romanovVAХĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕнче ятлă-сумлă, хăйсен пурнăçне саккунлăхпа йĕркелĕхе сыхлас ĕçе парăннă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - чăн-чăн полковник Валерий Александрович РОМАНОВ.

Валерий Александрович 1952 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ Александр Степанович Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç хăюллăн кĕрешнĕ, Мухтав орденне, чылай медале тивĕçнĕ. Амăшĕ Ольга Павловна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, ăна бригадăна та ертсе пыма шаннă. Сăмах май, Александр Степановичпа Ольга Павловна (хĕр чухнехи хушамачĕ Данилова) пĕр ялтан, шкулта пĕр класра вĕреннĕ, иккĕшĕ те 1941 çулта Хĕрлĕ Чутайри шкула вĕренсе пĕтернĕ.

Валерий Романов Мăн Этменти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1970-1972 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăрать. Хĕсметрен таврăнсан ĕнерхи салтак Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçать. Кунта икĕ çул слесарь-инструментальщикре ĕçленĕ хыççăн СССР Шалти ĕçсен министерствин Калининградри милицин ятарлă вăтам шкулне çул тытать, çапла майпа хăйне саккунлăхпа йĕркелĕх хуралçи пулма хатĕрлет.

Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртет, çамрăк лейтенант Шупашкар районĕнчи Шалти ĕçсен уголовлă шырав пайĕнче инспекторта вăй хума пуçлать. Тỹрех каламалла - В.Романов республикăри чи пысăк районта хăйне лайăх енчен кăтартнине тата тăрăшса, ĕçе чуна парса пурнăçласа пынине кура карьера картлашкипе çирĕппĕн хăпарса пырать - аслă инспектор, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, начальник. Сăмах май, 1984 çулта ăна пай начальникне çирĕплетнĕ чухне вăл кун пек должноçсенчи ĕçтешĕсенчен чи çамрăкки шутланнă, 31 çулта пулнă. Унччен СССР ШĔМ-ĕн Горькинчи аслă шкулне вĕренсе пĕтернине те асăнса хăвармалла.

1988 çулта Валерий Александро-вича республикăри Шалти ĕçсен ми-нистерствине куçараççĕ. Кунта ăна ертсе пыракан тĕрлĕ должноçсене шанса параççĕ. Чечен Республикине хирĕç тăру вăхăтĕнче темиçе хутчен те кайса килет. Ентешĕмĕр пур çĕрте те хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ăна 1997 çулта Чăваш Республикин ШĔМ-ĕн паспортпа виза службин пай начальникне ертсе пыма шанаççĕ. Кунта вăл ултă çул тимлет, асăннă службăн ĕçне-хĕлне çỹллĕ шая çĕклет.

В.А.Романов пенсие тухсан та рес-публикăри Шалти ĕçсен тытăмĕнчи ветерансен Канашĕнче обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать.

Паллах, пуян опытлă отставкăри полковник валли ĕç сĕнекенсем сахалах пулман. Вăл 2003 çулта "Шупашкарти электроаппаратура завочĕ" акционерсен пĕрлешĕвĕнче хăрушсăрлăх управленийĕн начальникĕнче - экономика хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕнче ĕçлеме пуçлать. Виçĕ çултан асăннă заводăн хăрушсăрлăх, кадрсем тата режим енĕпе тимлекен директор должноçне шанса параççĕ. Тăватă çултан вăл "ЧЭАЗ-1 площадка" юлташлăх директорĕн çумĕ пулнă, 2011 çултан пуçласа паянхи кунччен унăн директорĕнче вăй хурать.

Çапларах Валерий Александровичăн кĕске биографийĕ. Хисепсемпе должноçсем хыçĕнче - çын шăпи, пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Хуть те мĕнле тăрăшуллă ĕçе яланах асăрхаççĕ. В.А.Романова Жуков медалĕ, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ тата чылай-чылай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ парса чыслаççĕ. 2001 çултанпа вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Ентеш 70 çул тултарнă тĕле, мартăн 15-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев ăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăлани пирки Указ кăларчĕ. Çакна чăннипех тивĕçлĕ чăн-чăн полковник!

В.А.Романов "Чавал" ентешлĕх ĕçĕнче те пысăк йĕр хăварса пырать. Вăл - чи активлă пайташсенчен пĕри. Валерий Александрович сĕннипе тĕрлĕ тытăмри запасри тата отставкăри ентеш-офицерсем кашни çулах Çĕнтерỹ кунĕнче тăван района кайса палăксем умне чĕрĕ чечексем хураççĕ, шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ. Ку пуçарăва ытти районсен ентешлĕхĕсем те пурнăçа кĕртме пуçларĕç.

Валерий Александрович мăшăрĕпе Роза Петровнăпа (вăл - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ) икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Асли Сергей Мари Республикинчи транспорт прокурорĕн должноçĕнчен çул çитнипе пенсие тухрĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Республикинчи çын прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕнче ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Александр - Шупашкар район прокурорĕн аслă пулăшуçи. Юбилярăн тăватă мăнук. Вĕсенчен пĕри - Кỹкеçри лицейра 9-мĕш класра вĕренекен Степан Романов - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçнĕ. Çакăнта мар-и асаттесемпе асаннесен савăнăçĕ. Çапла пултăрччĕ малашне те.

Владимир САВИНКИН, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5