ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паянхи сăмахăм культура тытăмĕнче чылай çул тимлекен Лариса СЯДАЙКИНА пирки пырĕ. Лариса Валериевна Сядайкина (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Тумандейкина) Тихăнушкăнь ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Чи малтанах вăл 1983-1992 çулсенче Тури Çĕрпỹкассинчи шкулта пĕлỹ илнĕ, аслă классенче вара Хусанушкăнчи шкулта ăс пухнă. Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнă хыççăн хĕр кулинари училищине çул тытнă. Унтан 2001 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, "филолог" специальноçне алла илнĕ.
Культура тытăмĕнчи ĕç биографийĕ Ларисăн 2003 çулта çырăнма тытăннă, çак çул вăл таврапĕлỹ халăх музейĕн директорĕнче тимлеме пуç-ланă. 2006-2008 çулсенче музей методистĕнче вăй хунă. 2008 çултанпа вара паянхи кунччен Лариса Валериевна "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕн фончĕн тĕп управçи шутланать. Музей уншăн иккĕмĕш кил вырăнĕнчех.
Ĕçленĕ хушăра Лариса Сядайкина хăйне пуçаруллă ертỹçĕ пек кăтартма пултарнă. Паянхи кун музей районăн культурăпа истори тата ăс-тăн аталанăвĕн центрĕ шутланать. Кунта пысăк калăпăшлă юсав ирттернĕ хыççăн çутă та хăтлă. Музейра тĕрлĕ мероприяти иртет: ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе, районти патриотизм ыйтăвĕпе ĕçлекен организацисен членĕсемпе тата паллă çынсемпе тĕлпулусем, тĕрлĕ темăпа экскурсисем...
Музейра курмалли те сахал мар. Музей - чăн-чăн аваллăх управçи. Район историйĕпе çыхăннă пичет материалĕсемпе алçырăвĕсем, экспонатсем, сăнỹкерчĕксем, ỹкерчĕксем тата авалхи япаласем пурĕ çичĕ залта вырăн тупнă. Лариса Валериевна ăнăçлă ертсе пынипе музей хальхи пурнăç таппинчен юлмасть. Вăл район çыннисемпе ĕçлеме пултарнипех музей экспонатсемпе пуянланать. Музей фончĕн тĕп управçи пулнă май вăл ача сачĕсемпе шкулсене, предприяти-организацисене район историйĕпе, таврапĕлỹ ыйтăвĕсемпе консультаципе методика пулăшăвĕ те парать.
Лариса Кỹпеш каччипе Николай Сядайкинпа çемье çавăрнă. Мăшăр пĕр-пĕринпе килĕштерсе 20 çул ытла пурăнать. Çак хушăра вĕсен çемье йышĕ самай пысăкланнă: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ỹсет. Асламăшĕ те мăнукĕсене пăхса çитĕнтерес енĕпе пысăк пулăшу парать. Асли, Семен, хальхи вăхăтра професси пĕлĕвĕ илет. Диана, Иван тата Василиса Питĕркассинчи шкулта ăс пухаççĕ. Саша ывăлĕ ача садне кăна çỹрет-ха. Сядайкинсем район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Дианăна сцена çинче тăтăшах куратпăр, вăл илемлĕ сассипе чылай юрă шăрантарать, сăвăсене те илемлĕ вулать.
Палăртмалла, нумай ачаллă çирĕп çемьери амăшĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2019 çулта Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче патшалăх наградисем панăччĕ. Вĕсем хушшинче Лариса Сядайкина та пулчĕ, ăна амăшĕн мухтавĕн "Анне" паллине парса чысларĕç.
2022 çул валли муниципаллă культура учрежденийĕсенчен чи лайăххисене палăртмалли конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Муниципаллă музейăн чи лайăх ĕçченĕ" ята та Лариса Валериевна Сядайкина тивĕçрĕ. Вăл ĕçлекен музей вара - "Чи лайăх муниципаллă музей" ята. Кунта Лариса Сядайкинан тỹпи те çук мар.
Лариса мăшăрĕпе пĕрле çемье йăли-йĕркисене упраса пурăнма тăрăшаççĕ, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса тата вĕрентсе анлă пурнăç çулĕ çине кăларас ĕмĕте те мала хураççĕ.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |