Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ташă-юрă - чун илемĕ

Категория: Общество Опубликовано: 25.03.2022, 09:51 Просмотров: 526

xramovaРайонти Культура çуртĕнче ĕçлекен Наталья Ивановна ХРАМОВАНА пĕлмен çын та çук. Наталья Ивановна Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Ачаранах вăл ташлакансене курма кăмăлланă. Наталья ача садĕнче те, шкулта та тĕрлĕ ташă мероприятийĕсене хутшăннă. Уйрăмах ăна районти Культура çуртĕнчи ташă кружокне çỹреме килĕшнĕ. Вăл иккĕмĕш класран çỹреме пуçланă унта. Кунта вĕсене Варвара Михайловна Колокольчикова ташă вăрттăнлăхне вĕрентнĕ. Вĕрентекенĕн хусканăвĕсем, черченлĕхĕ, çăмăллăхĕ, капăрлăхĕ, çивĕчлĕхĕ ачан ăс-тăнне кĕрсе юлнă. Наталья Ивановна хăйĕн пурнăçне ташăпа çыхăнтарса ыттисене те илемлĕн ташлама вĕрентес тĕллевпе пĕлỹ илме шутлать. Хĕрлĕ Чутай шкулне пĕтернĕ хыççăн ташăпа туслă хĕр Чăваш Республикинчи культура училищине çитет. Ăна вăл 1999 çулта пĕтерет, алла "Культурăпа кану ĕçĕ-хĕлĕ тата халăхăн илемлĕ пултарулăхĕ" специальность илсе "Педагог, йĕркелỹçĕ, хореографин пултарулăх коллективĕн ертỹçи" квалификацие тивĕçет. 2018 çулта "Социаллă культура ĕç-хĕлĕн менеджерĕ" специальноçа алла илсе Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать.

Наталья Ивановна районти Культура çуртĕнче 1999 çулта ташă коллективĕн балетмейстерне ĕçлеме кĕрет. Çамрăк специалист çулталăкран "Колибри" ташă ушкăнне йĕркелет. Кунта малтанласа кĕçĕн класри ачасем çỹреме пуçлаççĕ. Çав вăхăтрах Наталья Ивановна аслисен "Сурские зори" ушкăнне йĕркелет. Кунта вара Наталья Храмова хăй те пĕр вăхăт ташлать, тĕрлĕ халăх ташшисене вĕренеççĕ. 2007 çулта "Колибри" ташă коллективĕ "халăх" ятне илет. Паянхи куна Наталья Ивановна кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсемпе ĕçлет. Вĕсем тĕрлĕ ташăсемпе Раççей, республика конкурсĕсене хутшăнаççĕ, лауреат пулса тăраççĕ. Наталья Ивановна хăй патне çỹрекенсенчен çирĕп ыйтать.

Наталья Храмова - районти культура мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерекенсенчен пĕри. Унăн пуçарăвĕпе чылай уяв савăнăçлă кăмăлпа иртет. Вăл районти Культура çурчĕн халăх хорĕнче, "Шокăль" халăх фольклор коллективĕнче юрлама кăмăллать. Ăна пĕччен те, ушкăнпа та юрланине курма пулать. Çамрăксен халăх театрĕн коллективĕпе спектакльсенче те вылять. Кунта ăна шкул вăхăтĕнче Роберт Галимов ертсе пыракан драма кружокне çỹрени те пулăшать пулĕ. Уйрăмах унăн кулăшла сыпăксем аван пулаççĕ, куракансен кăмăлне каяççĕ.

Хăйĕн хĕрне те Наталья Ивановна пĕрремĕш класранах ташша вĕрентнĕ. Валерия амăшĕн çулне суйласа илсе Чăваш Республикин культура институтне вĕренме кĕрет, "Социаллă культура ĕç-хĕлĕн менеджерĕ" специальноçа алла илет. Вĕреннĕ вăхăтра та, халĕ те Валерия сцена çинче. "Колибри" ташă коллективĕн аслă ушкăнне çỹрет вăл. Районти Культура çуртĕнче методистра вăй хурать, амăшĕ пекех тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать.

Наталья Ивановна пирки вăл пултаруллă хореограф тесе çирĕплетсе калама пулать. Вăл ташă номерне хатĕрленĕ чух çĕннине кĕртме пултарать. Ташă коллективĕпе ĕçленĕ май, хусканусен техникине туса хатĕрлет, музыкипе костюмĕсене палăртать. Наталья Ивановна пĕлтĕр кăна хăйĕн ĕç квалификацине ỹстерсе Кемеровăри патшалăх культура институтĕнче куçăмсăр майпа ирттернĕ курссенче пĕлỹ илчĕ. Çавăн пекех вăл ташă ăстисен урокĕсене те курса вĕренет.

Наталья Ивановна культура тытăмĕнче чылай çул вăй хурать. Ĕçре вăл хăйне пултаруллă та яваплă кăтартать. Районти культура аталанăвне витĕмлĕ тỹпе хывнăшăн ăна 2016 çулта Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. 2020 çулта республикăра чи лайăх культура ĕçченĕсене палăртассипе ирттернĕ конкурсра "Районти Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5