Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Яваплăха туйса, чунне парса ĕçлет

Категория: Общество Опубликовано: 25.03.2022, 10:08 Просмотров: 425

gorlanovaĔçрен хăраман çын пур енлĕ те пултаруллă теççĕ халăхра. Вăл кил-хуçалăхра та, ĕçре те чун канăçне тупать. Юрра-ташша ăстасем вара культура вучахне сỹнме памаççĕ. Шăпах вĕсен йышĕнче Тралькассинчи Культура çуртĕнче вăй хуракан Ираида Александровна Горланована палăртмалла. Тĕрлĕ сферăра ĕçлеме тỹр килнĕ пулин те, вăл хăйне культурăна халалланă. Ĕçтешĕсем те ун пирки ăшă сăмахпа асăнаççĕ, унран ырă тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2021 çулта унăн сăнне район Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Ираида Александровна 1970 çулта Хăмаркка ялĕнче кун çути курнă. 1977-1986 çулсенче Хăмарккари сакăр класлă шкулта вĕреннĕ. Шкул сакки хыççăнах вăл Етĕрнери 25 номерлĕ училищĕне çул тытнă. Пĕр дипломпа çырлахман хĕр, Вăрнарти совхозтехникума вĕренме кĕнĕ. Ялта ỹснĕскерĕн ветеринари фельдшерĕн профессине алла илес килнĕ. Çын кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те чирлет-çке. Çавăнпа та алла диплом илсенех, 1991 çулта, вăл "Присурский" совхоза ветеринари санитарне вырнаçнă. Ташша-юрра кăмăллани ăна Карăкçырминчи Культура çуртне çитернĕ. 1993-1994 çулсенче вăл кунта пултарулăх ертỹçинче тăрăшнă, 1994-2000 çулсенче - директорта. 2005-2007 çулсенче райпо лавккинче сутуçăра вăй хунă. Ун хыççăн "Росгосстрах" ТЯО-ра страхлав агентĕнче те тăрăшнă, ялсенче пурăнакансен кил-çуртне тата выльăх-чĕрлĕхне инкекрен сыхласа, хỹтĕлесе хăварас енĕпе ĕçленĕ. Халăхпа ĕçлеме кăмăллани культура сферинех туртнă. Малтанах вăл Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче иккĕмĕш разрядлă специалистра вăй хунă, 2013 çултанпа паянхи кунччен Культура çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать.

Культура сферинче ĕçленĕ хушăра Ираида Александровна ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Яваплăха туйса, чунне парса ĕçленине пĕлтереççĕ ĕçтешĕсем. Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те ун пирки ыррине кăна калаççĕ. Учрежденире тĕп мероприятисене тĕплĕн йĕркеленипе уйрăлса тăрать вăл. Ираида Горланова Культура çуртĕнчи фольклор коллективне ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çав хушăрах районăн, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнать. Шуккакасси ялĕн старости пулма та шаннă ăна. Вăлах - Карăкçырминчи суйлав участокĕн председателĕ.

Палăртмалла, 2014 çулта Ираида Александровна тăрăшнипе Тралькассинчи Культура çурчĕ çĕнĕ оборудовани, сцена çине тухмалли костюмсем туянма сертификата тивĕçнĕ. 2015 çулта учрежденире капиталлă юсав ĕçĕсем те ирттернĕ. Иртнĕ çулсенче ял тăрăхĕсенчи территорисенче вырнаçнă культура учрежденийĕсем хушшинче иртнĕ конкурсра вара Тралькассинчи Культура çурчĕ "Ялти чи лайăх Культура çурчĕ" номинацире çĕнтернĕ.

Наградăсем те сахал мар унăн: вĕсем хушшинче район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсем, Тав сăмахĕсем. Çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăмасть вăл, культура ĕçченĕн квалификацине ỹстерсех тăрать.

Шуккакассинче тĕпленнĕ Горлановсен çемйи. Мăшăрĕпе виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕсем хăйсем те çемье çавăрнă, хĕрĕ медицина колледжĕнче вĕренет. Ĕçсĕр лармасть çемье, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать: ĕни те, сурăхĕсем те пур картара. Мăшăр килĕштерсе пурăнать, пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшать.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5