ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса республикăра ятарлă пушара хирĕçле режим вăя кĕрет. Çав кунтан пуçласа асăннă йышăнăва пăрахăçа кăлариччен кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче тĕрлĕ апат хатĕрлеме, вăрманта е ун çывăхĕнче, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем патĕнче çỹп-çап тата типĕ курăк çунтарма юрамасть. IV тата V-мĕш класлă пушар хăрушлăхĕ тăнă вăхăтра вăрмана кайма тăхтаса тăмалла. Ял çыннисен урам хушшинче, çурт-хуралтă çывăхĕнче тата анкартинче çỹп-çап, кăвайт чĕртме юраманнине те асра тытмалла. Çак çирĕп чарусене пăхăнманнисене штраф, тепĕр чухне уголовлă явап та кĕтет.
Шел те, çулсерен пушар хăрушсăрлăх мерисене тата ятарлă пушара хирĕçле режим вăхăтĕнчи чарусене пă-хăнманран сахал мар вут-çулăм инкекĕ пулать. Çавна май çăмăлттай шухăшлă çынсем чылай чухне хăйсем кăна мар, ытти ним айăпсăр граждансене те шар кăтартаççĕ. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: ятарлă пушара хирĕçле режим вăйра тăнă вăхăтра кăвайт, типĕ курăк, çỹп-çап чĕртме пачах юрамасть! Кỹршĕсем е кам та пулин çак тапхăрта вут чĕртнине асăрхасан вĕсене асăрхаттарăр, пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснăшăн явап тыттарасси пирки пĕлтерĕр.
РФ КоАП-ĕн 20.4 статйин 1 тата 2-мĕш пункчĕсемпе килĕшỹллĕн, çỹп-çаппа типĕ курăк çунтарнăшăн тата территорие ăпăр-тапăрпа хыт хураран тасатманшăн штраф тỹлеттереççĕ:
. уйрăм çынсене - 2 пинрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран;
. должноçри çынсене - 6-15 пин тенкĕ;
. предпринимательсене - 20-30 пин тенкĕ;
. юридици сăпачĕсене - 150-200 пин тенкĕ;
- çирĕплетнĕ ятарлă пушара хирĕçле режим вăхăтĕнче:
. уйрăм çынсене - 2-4 пин тенкĕ;
. должноçри çынсене - 15-30 пин;
. предпринимательсене - 30-40 пин;
. юридици сăпачĕсене - 200-400 пин тенкĕ.
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.
Ноябрь 2024 |