Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхне - 25 çул

Категория: Общество Опубликовано: 08.04.2022, 11:28 Просмотров: 783

Апрелĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ 25 çул тултарнине тата Паллă ентешсен çулталăкне халалласа уяв иртрĕ. Унта пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та килсе çитрĕ. Çавăн пекех уява район ертỹлĕхĕ, сумлă хăнасем, республикăра тĕпленнĕ мухтавлă та пултаруллă ентешсем хутшăнчĕç.

Уяв программи пуян та анлă пулчĕ. Чи малтанах пухăннисем умĕнче "Чавал" ентешлĕх Канашĕн председателĕ Владимир Савинкин сăмах илчĕ. Владимир Михайлович ентешлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, пурне те ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 25 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. Çавăн пекех вăл Петĕр Ялкирăн премийĕн лауреачĕсене палăртрĕ, Диплом парса чысларĕ. Кăçал ку премие Уйпуçĕнчи Николай Крупиновпа Сĕнтĕкçырминчи Светлана Яруткина тивĕçрĕç.

Хĕрлĕчутайсене саламланă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак уяв тăван тăрăха юратакан тата хаклакан мĕнпур çыншăн паллă кун пулнине палăртрĕ. Олег Алексеевич тĕп хуламăрта "Чавал" ентешлĕх 25 çул ăнăçлă ĕçлесе пынине, пĕр тымарти çынсем малашне те тăван кĕтеспе çыхăну тытма, халăх йăли-йĕркисене тĕпе хурса тата пĕр-пĕринпе канашласа пĕрле пысăк ĕçсем тума пĕр тĕвве чăмăртаннине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех республика ертỹçи ентешлĕх юбилейĕ Паллă ентешсен çулталăкĕпе пĕр килнине палăртнă май Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче сахал мар мухтавлă ывăл-хĕр ỹснине, хăйсен пултарулăхĕпе тата тĕрлĕ сферăри çитĕнĕвĕсемпе вĕсем район тата республика чысне çỹле çĕкленине мăнаçланса пĕлтерчĕ. Олег Николаев хĕрлĕчутайсен ентешлĕхне аталанупа çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ. Хăйĕн сăмахне Олег Алексеевич чыславпа вĕçлерĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн ЧР шалти службăн отставкăри полковникне - Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен (пенсионерсен) общество организацийĕн членне Валерий Александрович Романова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăларĕ. Республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Шупашкарти "Специализированный застройщик "Строительная компания "Центр" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Геннадий Анатольевич Иванов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн кафедра профессорĕ Анатолий Васильевич Данилов Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Çавăн пекех педагогикăпа воспитанири тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул вĕрентекенĕ Елена Николаевна Орлова Чăваш Республикин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Çак шкултах тăрăшакан шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Петровна Альгешкина "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата Эльвира Геннадьевна Бродюкова вĕрентекен "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Олег Николаев "Чавал" ентешлĕх Канашĕн членĕсене Юлия Ивановна Юнисована культура аталанăвне тỹпе хывнăшăн тата общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн, Юрий Петрович Кудряшова общество ĕçĕнче активлă пулнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата сехет парса чысларĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн физкультура вĕрентекенĕ Эдуард Васильевич Романов ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе сехетне илме тивĕç пулчĕ.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мурайкин сăмах илнĕ май уява пухăннисене саламларĕ, палăрнă ентешсене наградăсемпе чысларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе ентешлĕх членне Эльвира Владимировна Тимофеевана наградăларĕ. Çавăн пекех ЧФ Патшалăх Канашĕн председателĕн Л.Черкесовăн Тав сăмахне ЧР тава тивĕçлĕ ỹнер ĕçченĕ Вячеслав Николаевич Оринов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, прикладной математика, физикăпа информаци технологийĕсен факультечĕн деканĕ Александр Юрьевич Иваницкий, ентешлĕх членĕсем Елена Кирилловна Краснова (Османова), Зоя Сергеевна Спиридонова илме тивĕç пулчĕç.

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Николаевич Кузнецов та ентешсене уяв ячĕпе ăшă салам сăмахĕсем каларĕ, ентешлĕх членĕсене Зоя Леонидовна Алексеева-Сывлăмпипе Игорь Юрьевич Почейкина Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Район пуçлăхĕ Владимир Ярайкин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров уява пухăннисене чунтан саламларĕç, ентешлĕх Канашĕн председателĕн çумне Анатолий Юлианович Воробьева тата Земфира Кузьминична Яковлевапа Геннадий Константинович Грузинов ентешлĕх членĕсене район пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе чысларĕç.

Сцена çине тухса тĕрлĕ Хисеп хучĕсене тивĕçекен пултаруллă ентешсем татах та пулчĕç. Куракансене тата уява пухăннă сумлă хăнасене Чутай çĕрĕ çинче ỹссе, пултарулăх çулĕ çине тăрса палăрма ĕлкĕрнĕ ентешсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Хĕрлĕ Чутайран пырса çитнĕ районти Культура çурчĕн "Шокăль" тата штанашсен "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсем, Алексей Никитин ертсе пыракан "Хастар" вокал ансамблĕ тата Нина Маркова концерт программине пуянлатма пултарчĕç.

Хамăр корр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31