Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çулталăк ырă пулăмсемпе вĕçленет

Категория: Общество Опубликовано: 29.12.2017, 08:41 Просмотров: 510

2017 çул вĕçленсе пырать - пĕтĕмлетỹсем тума вăхăт.

IMG 9976Республика Пуçлăхĕ ирттерекен кăçалхи юлашки планеркăра çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Кăтартусем кризиспа çыхăннă пулăмсене парăнтарма пултарни пирки калаççĕ.

Хăш-пĕр енĕпе пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче ытти регионсенчен те малта пырать. Бюджет кăтартăвĕсем те лайăхланнă. Паллах, çак кăтартусенче республикăра пурăнакансен яваплă ĕçĕ курăнать. Анчах та çитĕнỹсем федераци шайĕнчен пулăшу кỹмесĕр те пулман.

Иртсе пыракан 2017 çулта республикăра çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарасси аван пурнăçланнă. Программа пурнăçланма тытăннăранпа пурĕ 12 пин ытла çынна пурăнмалли çĕнĕ вырăнпа тивĕçтернĕ. Ку ĕçе малалла та пурнăçлĕç.

РФ Патшалăх Канашĕн декабрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Владимир Путин Чăваш Республики инвестици илĕртỹлĕхĕпе малта пыракан регионсен шутĕнче пулнине каланă. Республикăри предприятисем инвестици проекчĕсене пурнăçлассипе малалла ĕçлеççĕ.

Ялхуçалăхне илес пулсан, кăçал тыр-пул тухăçĕ юлашки 12 çул кăтартăвĕсенчен чи пысăкки пулнă - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 698,7 пин тонна пухса илнĕ. Çĕрулми тухăçĕ те савăнтарнă - гектар пуçне 192,8 центнер. Сĕт туса илессипе те эпир Атăлçи федераци округĕнче малтисем, аш-какайпа - виççĕмĕш.

Çулсем тăвассипе те, культура çурчĕсем çĕклессипе те, информаци технологийĕсене аталантарассипе те ĕçсем пурнăçланнă кăçал республикăра. Пур ыйтăва та татса паман пулин те республикăра пурăнакансен пурнăç шайĕ малашне лайăхланса кăна пытăр тесе чылай ĕç тума палăртнă.

Районта пурăнакансемшĕн çулталăк ырă пулăмсемпе пуян пулчĕ.

Юсав хыççăн клуб уçăлчĕ

Декабрĕн 27-мĕшĕнче юсав ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Ишеккассинчи Культура çурчĕ уçăлчĕ. Паллах, подрядчик айăпĕпе юсав ĕçĕсем вăраха кайнине пула ял çыннисен çак куна чылай кĕтме тиврĕ. Çапах та "Единая Россия" партин "Вырăнти Культура çурчĕ" проекчĕпе килĕшỹллĕн Çĕнĕ çул умĕн икĕ ялăн - Тумликассипе Ишеккассин - çыннисене пĕрлештерекен Культура çурчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Палăртмалла, унăн пурлăхпа техника базине çĕнетме пурĕ 918530 тенкĕ уйăрнă, вăл шутра 888900 тенки - федераллă тата республика бюджечĕсенчен, 29630 тенки - вырăнти бюджетран.IMG 9903

Ял çыннисемпе вĕсен уяв умĕнхи савăнăçне пайлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков, райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов килсе çитрĕç.

Савăнăçлă мероприятие пухăннисене саламланă май райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров кăçал пирĕн районшăн паллă пулăмсем чылай пулнине - район тата Хĕрлĕ Чутай салин, Чутай чиркĕвĕн юбилейĕсене паллă туса ирттернине, ФАП-сем уçнине, çулсем тунине - каларĕ. Çитес вăхăтрах Шулю ялĕнче те çĕнĕ Культура çурчĕ хута каймаллине палăртрĕ.

"Ялта пурăнакансемшĕн клуб пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине ăнланнăран эпир кăçал Ишеккассинчи Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме шутларăмăр, - терĕ район пуçлăхĕ Александр Степанов. - Ял тăрăхĕсенчи централизациленĕ Культура çурчĕсене шута илмесен ку - юсав ĕçĕсем ирттернĕ пĕрремĕш ялти клуб. Çитес çул кун пек юсав ĕçĕсене Мишеркассинчи клубра ирттерме палăртатпăр".

Ишеккассинчи Культура çурчĕ çĕнĕ хăватпа ĕçлеме пуçланине систерсе кунта ялти ача садне çỹрекенсем валли Çĕнĕ çул елки иртрĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тăрăшнипе вĕсем Хĕл Мучипе тата Юрпикепе пĕрле капăр чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнчĕç.

Депутат елки иртрĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов пуçарăвĕпе районта кашни çулах Çĕнĕ çул елки иртет. Кăçал та декабрĕн 27-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртнĕ уява сахал тупăшлă, социаллă йывăр лару-тăрури, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Хĕл Мучипе, Юрпикепе тĕл пулчĕç, "Хĕвел" ача сачĕн ĕçченĕсем лартса панă юмаха курса савăнчĕç, депутатран пылак парнесене тивĕçрĕç.

Тăлăхсем çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕç

IMG 9970Валерий Павлов депутат йĕркеленĕ уяв мероприятийĕнчех районти икĕ тăлăх ача çĕнĕ хваттер уççисене тивĕçрĕ. Владислав Граченовпа Дмитрий Жигулев малашне Хĕрлĕ Чутай салин Придорожная урамĕнче тин кăна çĕкленĕ хăтлă çуртра пурăнĕç. Ку çурта çĕклессишĕн тăрăшнă "Юман" ТЯО ĕçе тулли яваплăхпа, вăхăтра пурнăçланă. Кашни хваттерĕн калăпăшĕ - 33 тăваткал метр, унта ăшă, таса, çутă, шыв кĕрсе тухать.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5