Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Экскурси нумайлăха асра юлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.07.2022, 09:47 Просмотров: 1118

ecskursiХĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ район администрацийĕпе пĕрле Паллă ентешсен çулталăкне халалланă сочиненисен конкурсне ирттернине, унта камсем çĕнтернине маларах пĕлтернĕччĕ. Ентешлĕх канашĕ мала тухнисем валли иртнĕ уйăхра Шупашкарта экскурси йĕркелерĕ. Çак кун еплерех иртни пирки ачасем хăйсен асаилĕвĕсемпе паллаштараççĕ.

Çав кун ман пурнăçра чи лайăх кун пулса юлчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ Шупашкарти паллă вырăнсемпе паллашрăм. Вĕсем пирĕн районта çуралса ỹснĕ ентешсемпе тата Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсемпе çыхăннă. Пуринчен те ытларах мана "Ĕç мухтавĕн хули" стела килĕшрĕ. Унăн çỹллĕшĕ - 26 метр. Вăл хитрен те мăнаçлăн курăнса тăрать. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Шупашкар хулинчи заводсенче ĕçленĕ çынсен хастар ĕçне халалланă. Ку фронтри паттăрлăхран пĕрре те кая мар!

Çак паллă вырăнта пĕрремĕш хут пулса куртăм, савăнтăм. Шупашкар пирки тата ытти интереслĕ япаласене те пĕлтĕм.

Вероника МОРОЗОВА, Çĕн Атикасси шкулĕ.

ххх

Экскурси вăхăтĕнче эпир Шупашкарта вырнаçнă пĕр палăк патĕнче пултăмăр. Ăна пирĕн ентеш, Совет Союзĕн паттăрĕ Алексей Романович Логинов ячĕпе лартнă иккен! Çак кун эпир ун пирки нумай çĕннине пĕлтĕмĕр - мĕнле çын пулнине, хресчен çемйинче ỹснине, мĕнле паттăрла ĕçсем тунине. Каласа панисене пурте тимлĕн итлерĕмĕр. Çĕннине пĕлме яланах интереслĕ. Сăмахран, çак палăка 2019 çулхи майăн 8-мĕшĕнче уçнă. Ун чухне А.Логиновăн тăванĕсем те, вăрçă ветеранĕсем те хутшăннă. Палăк пысăк, аякранах курăнса ларать. Ентешлĕх Канашĕн председателĕ В.М.Савинкин пире паттăр ентеш пирки кăларнă буклета пачĕ. Ун хыççăн палăк умне чĕрĕ чечексем хутăмăр.

Палăк умĕнче пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе шутлатăп. Тăван халăх паттăрлăхне манманнишĕн эпĕ савăнатăп. Çамрăксем хамăр историе пĕлччĕр тесе тăрăшни сисĕнет.

Ульяна МАКАРОВА, Мишеркасси шкулĕ.

ххх

Чăваш Ен" телерадиокомпанире пире унта тăрăшакан, ентешлĕх Канашĕн председателĕн çумĕ Эльвира Владимировна Тимофеева кĕтсе илчĕ. Вăл радиопа тата телевиденипе çыхăннă интереслĕ самантсемпе паллаштарчĕ, кăтартса çỹрерĕ. Телеертỹçĕсем информацисене пăхмасăр каласа пама вĕренмеççĕ иккен. Çакна валли телесуфлер пур, ун тăрăх текст вуласа параççĕ. Эпир тележурналистсен чи çывăх юлташĕсене пĕлтĕмĕр, вĕсем - словарь тата хăвăрт каламалли сăмах çаврăнăшĕсем (скороговорки). Эпир информаци вуласа паракансен вырăнĕнче те пулса куртăмăр. Çанталăк мĕнле пулассине каласа патăмăр. Кайран пире эпир мĕн вуласа панине итлеттерчĕç. Ятарлă программăпа сасса хăвăртлатма, вăрахăнлатма тата тĕрлĕ шава тасатма пулать.

Эльвира Владимировнăна экскурсишĕн, телерадиокомпани коллективне ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тата пĕчĕк парнесемшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кунта пулни пирĕн асра нумайлăхах юлĕ.

Марина ИЛЛАРИОНОВА, Атнар шкулĕ.

ххх

Мухтавлă ентешсем пирки çырнă сочиненисен конкурсĕнче мала тухнăшăн панă сертификатпа Шупашкарта экскурсире пултăмăр, тĕрлĕ çĕре çитсе куртăмăр. Мана ытларах ача-пăча валли пушмак туса кăларакан "Триумф" фабрикăра пулни килĕшрĕ. Унăн ертỹçи - пирĕн ентеш Петр Юрьевич Утриванов, вăл тĕрлĕ йышши атă-пушмака мĕнле тунине тĕплĕн каласа пачĕ, кăтартса çỹрерĕ.

Ку фабрикăра виçĕ хут. Пĕрремĕш хутра çĕвĕçсем ĕçлеççĕ, атă-пушмак çĕлемелли хатĕрсем янтлаççĕ, иккĕмĕшĕнче çилĕм сĕрсе çыпăçтараççĕ, якатаççĕ. Виççĕмĕшĕнче хатĕр продукцие сутма хатĕрлеççĕ. Питĕ хитре пушмаксем тăваççĕ кунта. Директор каланă тăрăх, ача-пăча пушмакĕсем Раççейĕпех саланаççĕ.

Дарья ЖУРАВЛЕВА, Мăн Этмен шкулĕ.

ххх

Мана "Çĕнтерỹ лапамĕ" мемориаллă комплексра пулни уйрăмах килĕшрĕ. Кунта уçă çĕрте тĕрлĕрен тупăсем, танксем, вертолет, самолет вырнаçтарнă. Информаци те нумай. Эпир пурте "Сỹнми çулăм" ("Вечный огонь") умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Ку вырăнтан Шупашкарăн пĕр пайĕ лайăх курăнать, Атăл мăнаçлăн юхса выртнине сăнама та пулать.

Анастасия ХОРАЙКИНА, Атнар шкулĕ.

ххх

Шупашкарти экскурсире темиçе çĕре те çитсе курнă хыççăн "Наше" кафере пултăмăр. Унта çав тери хитре! Хăнасене ăшшăн кĕтсе илеççĕ, лăпкăн калаçаççĕ, пурне те юрама тăрăшаççĕ. "Татах килсе курăр, эпир мĕн пĕçернине çисе курăр", -  теççĕ.

Кунта пĕçернĕ апат, чăнах та, питĕ тутлă. Вĕри апат пачĕç пулсан, вăл - вĕри. Иккĕмĕшĕ - вĕри те мар, сивĕ те мар. Кунти температура та килĕшỹллĕ. Мана çак "Наше" кафе питĕ килĕшрĕ. Эпĕ хамăр çинĕ апат-çимĕçе 5 балтан 5 балпа хаклатăп. Кафе хуçине Алексей Петрович Ивантаева тата кунти коллектива тав сăмахĕ калатăп, ăнăçу сунатăп.

Марина НАГОРОВА, Хусанушкăнь шкулĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1