Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Сывлăх хуралĕнче - 40 çул ытла

Категория: Общество Опубликовано: 08.07.2022, 11:25 Просмотров: 664

ulyanovVВладимир Петрович Ульянов - врач-педиатр, сывлăх сыхлавĕн йĕркелỹçи, районти спорт ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн кире спорчĕн мастерĕ. Вăл Тумликасси ялĕнче 1952 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсенех Шупашкарти медицина училищине вĕренме çул тытнă. Ăна вăл 1972 çулта вĕренсе пĕтернĕ те фельдшер-педиатр дипломне алла илнĕ. Çамрăк специалист Ачкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче фельдшерта ĕçлеме тытăннă. Нумаях та ĕçлеймен, унăн Совет çарне кайма ят тухнă. Çартан 1974 çулта таврăнсан вăл врач пулас шухăшпа Хусанти медицина институтне çитнĕ. Унта вăл 1975-1981 çулсенче вĕренсе врач-педиатр пулса тăнă. Алла диплом илнĕ çамрăк тухтăр районти тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă. 1983 çулта район педиатрĕнче тăрăшнă. Пултаруллă та хастар çамрăк врача 1985 çулта районти больницăн тĕп врачĕ пулма шаннă. Тивĕçлĕ ĕçре вăл 2006 çулччен тăрăшнă, чылай çул хушши район больницине аталантарнă. Каярахпа 2016 çулччен больницăра педиатрта тăрăшнă. Шел пулин те, çул çинчи инкеке пула Владимир Петровичăн сывлăхĕ аманса юлнă. Паянхи кун вăл ниме пăхмасăр малалла талпăнать, ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать.

Владимир Петрович ачаранах спортпа туслă пулнă. Уйрăмах кире спорчĕ унăн кăмăлне кайнă. 1974-1989 çулсенче районти ăмăртусенче тăтăшах малти вырăна тухнă. 1982 çулта Калининград облаçĕнчи Зеленоградскра кире спорчĕенĕпе РСФСР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, 1983 çулта Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче РСФСР чемпионĕ пулса тăнă, хăй ăмăртса пиллĕкмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 1999 çулта вăл Раççей ăмăртăвĕнче ветерансем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, çавăн пекех 2000 çулхи Тĕнче ăмăртăвĕнче ветерансем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Виçĕ хутчен Чăваш Ен чемпионĕ тата темиçе хутчен те "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин чемпионĕ пулнă. Хăйĕн ачисене те спортпа туслаштарнă вăл. Алина хĕрĕ районти тата республикăри çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене пĕрре мар хутшăннă. Йĕкĕреш ывăлĕсем Димăпа Денис вара ачаранах ирĕклĕ кĕрешĕве кăмăлланă, районти ачасен спорт шкулне хастар çỹренĕ.

Пултаруллă та ĕçчен Владимир Петрович районăн обществăлла пурнăçне те хастар хутшăннă. Район Пухăвĕн депутачĕ пулса район аталанăвне витĕмлĕ тỹпе хывнă. Çак кунсенче Владимир Петрович 70 çул тултарать. Ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çывăх çыннисемпе тăванĕсен хисепĕпе тимлĕхне сунатпăр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2