ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Нонна Степановна Митрофанова январĕн 14-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илет. 1928 çулта Тумликассинчи Даниловсен çемйинче кун çути курнă хĕрĕн хăйĕн пурнăçĕнче терт-нушине самаях курма тивнĕ. Çакна унăн пурнăç историйĕ пе паллашнă май ăнланса та, чăваш хĕрарăмĕн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнсе те илетĕн.
Ноннăн амăшĕ тăхăр ача çуратнă, анчах та хăшĕсем пĕчĕклех вилнĕ, çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Ноннăн 6 класс çеç вĕренме тỹр килнĕ: малтан Ишеккасси шкулĕнче 4 класс пĕтернĕ, унтан Хĕрлĕ Чутайра икĕ çул ăс пухнă.
Çемьери тăнăç пурнăç сасартăк пĕтнĕ. Ашшĕ сутă тума ирĕк паракан патент илнĕрен каярах ăна кулак тесе айăпланă. Вĕсен 2 лаша, 2 ĕне, 18 сурăх пулнă, анчах та вĕсене те, çуртне те, мĕнпур çи-пуçне те туртса илнĕ. Вĕсене халăха сутнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр ашшĕ, Степан Семенович, тĕрмене хупиччен анкартинче тăмпа улăмран çăрса икĕ чỹречеллĕ çурт лартнă. Сăмах май, унта Даниловсен çемйи тăхăр çул пурăннă. Палăртса хăвармалла, вĕсен туртса илнĕ малтанхи çуртĕнче чылай çул хушши Ишеккассипе Тумликасси тата Енкĕлт ялĕсен ял Канашĕ вырнаçнă.
1941 çулта тухнă хаяр вăрçă пур çемьере те тарăн йĕр хăварнă. 1939 çулта салтак тивĕçне пурнăçлама кайнă пиччĕшĕн Константинăн таврăнмалли вăхăчĕ çитсе пынă вăхăтра шăпах вăрçă тухнă, унăн çĕршыва хỹтĕлеме юлма тивнĕ. Тепĕр пиччĕшне, Ивана, ашшĕпе пĕрле тĕрмене хупнăскере, ирĕке кăлар-са вăрçа янă. Арçынсем ирсĕр тăшманпа çапăçма тухса кайсан амăшĕн киле виçĕ хĕрĕпе юлма, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ыттисемпе танах кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хума тивнĕ. Ноннăн амăшĕпе Матрена аккăшне Мишеркасси айне окоп чавнă çĕре илсе кайнă. Унта амăшĕ ĕçлекенсем валли лашапа çăкăр тата çыннисене хушăран киле турттарнă. Аккăшĕ хваттерте пурăннă. Нонна вара килте йăмăкĕпе ларнă.
Ашшĕ тĕрмерен 1945 çулта кăна таврăннă. Вуннăран сакăр çулне ăна тĕрмере усранă, икĕ çул хушши вара патшалăх сĕтне турттарттарнă. Константина вăрçă хирĕнчен каял-ла таврăнма пỹрмен, вăл хыпарсăр çухалнă. Иванăн вара инвалид пулса таврăнма тивнĕ, анчах та унăн ĕмĕрĕ 38 çулта чире пула вăхăтсăр татăлнă, вăл мăшăрланмасăрах, çемье телейне курмасăрах çут тĕнчерен уйрăлнă.
Тăмпа улăмран çăрса тунă çурт япăхса çитнĕрен ашшĕ вăрçă хыççăн çĕнĕ çурт лартма шут тытнă. Çак тĕллевпе Чавал леш енче делянка илнĕ. "Паянхи пекех астăватăп, пĕр пỹртлĕх йывăç вăкăрпа турттартăмăр, йывăрлăхне самаях тỹсрĕ-мĕр. Эпĕ ун чухне 18 çулта кăначчĕ. Аттепе Иван пичче, аккапа эпĕ хамăрах пĕтĕм йывăр ĕçе пурнăçларăмăр, платник ĕçне те тума тиврĕ. Çуртне турпаспа витрĕмĕр. Кăмака валли укçа кирлĕ тесе тата мана валли çи-пуçлăх ĕçлесе илме килтен виççĕн - атте, акка тата эпĕ - Çĕмĕрлене çуран кайрăмăр. Ултă уйăх турпас чĕрсе пурăнтăмăр унта. Ĕçленĕшĕн укçине те, çăкăрне те паратчĕç. Çапла вара 1949 çулта çурт туса пĕтертĕмĕр. Анне илнĕ пăрăва ỹстерсе ĕне турĕ, хурсем, сурăхсем усрама тытăнтăмăр. Майĕпен пурнăç майлашăнса пычĕ", - иртнине аса илчĕ Нонна Степановна.
Хĕрĕн колхоз янипе вăрман касма тивнĕ. Вăл Питĕркасси, Вишенер, Туканаш ялĕсем патĕнче те ĕçленĕ. Хĕлле хатĕрленĕ вутăсене Сăр тăрăх каякан баржа çине те тиенĕ. Кăрмăш пристаньне тăвар пушатма янине, витрепе тулттарнине те астăвать-ха кинемей. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра çулсерен Красный Яр патĕнче ыттисемпе танах алла çава тытса утă çулнă, хĕлле вара ăна лашасемпе турттарнă. Йывăрлăхне те, сиввине те самаях чăтнă.
Шăпа Ноннăна Питĕркассинче 1925 çулта çуралнă Михаил Иванович Мит-рофановпа пĕрлешме пỹрнĕ. Тĕрĕссипе, вĕсене паллаштарма калаçса татăлнă. Салтакран таврăннă каччăна бригадира суйланă, çавна май унăн вăхăт çукрах пулнипе ниепле те тĕл пулайман çамрăксем. Пулас мăшăрĕпе Нонна икĕ çултан (1951 çулта) кăна тĕл пулнă. Михаил юлташĕпе хĕрпе паллашма кĕçнерникун пынă, шăматкун вара ăна çураçнă. Ноннăн ашшĕне унăн пулас мăшăрĕ япшар калаçнипе питĕ килĕшнĕ. Çапла Нонна Степановнăн пурнăç кĕнеки малалла Питĕркассинче çырăнма тытăннă.
1952 çулхи февраль уйăхĕнче хунямăшĕ (унăн мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ вăрçăран таврăнайман) çамрăк мăшăра туй туса панă. Туй хыççăн виçĕ кунтанах Михаила вăрман ĕçлеме янă, унтан вăл апрель уйăхĕнче кăна таврăннă. Çамрăк мăшăр, пурăнмалли çурт хавшакрах пулнипе, ĕçлесе хатĕрленĕ йывăç материалĕсемпе усă курса çурт лартма шаннă. Анчах ĕмĕт пурнăçланайман, колхоз вĕсенчен кĕлет туса лартнă.
Митрофановсем хăйсен çĕнĕ çуртне 1961 çулта туса кĕнĕ. Майĕпен çемье йышĕ те хушăнса пынă. Ноннăпа Михаилăн виçĕ ача - икĕ ывăлпа хĕр - çуралнă. Асли - Леонид, вăл Ульяновск хулинче пурăннă, çар çынни пулнă, анчах та аварие пула пурнăçĕ сасартăк татăлнă, унăн икĕ хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Иван Шупашкарта тĕпленнĕ. Вĕсем Зоя мăшăрĕпе амăшне пăхма яла тăтăшах килсе çỹреççĕ. Вĕсем те Нонна Степановнăна икĕ мăнук парнеленĕ. Оля Мускавра пурăнать. Саша мăнукĕ районти полици уйрăмĕнче следовательте тимлет. Хĕрĕ Оля мăшăрĕпе Çирĕккассинче пурăнать, районти санэпидемстанцинче чылай çул ĕçленĕ. Унăн та Света хĕрĕпе Ваня ывăлĕ çемьеленнĕ ĕнтĕ.
- Манăн ултă мăнук тата сакăр кĕçĕн мăнук пулнишĕн чун савăнать. Мăнуксем тĕрлĕ хуласене саланчĕç çав. Юрать, Саша мăнукăм аякра пурăнмасть, килсех çỹрет. Зоя кинĕме те тав, вăл пире икĕ ватăна пăхать, пулăшать. Качча кайман 96 çулхи Матрена акка та халь кунта пурăнать-çке-ха, унăн ачи-пăчи çук. Эпĕ ăна пĕччен пăхаймастăпах, унăн хăлхи илтмест, куçĕ курмасть, утма та вăрах утать, - сăмах çăмхине тăсрĕ Нонна Степановна. - Хамăн ĕмĕре колхозра ĕçлесех ирттертĕм, пĕр кун та ĕçрен юлман, пĕр ĕçе те тиркемен. Мăшăрăм ялта хисеплĕ çынччĕ. Вăл кладовщикра, вырăнти колхоз председателĕн çумĕнче, шкул завхозĕнче, ферма заведующийĕнче ĕçлерĕ. Вăл тирпейлĕхпе палăрса тăнине пурте асăнатчĕç, ĕçченсенчен те ку енĕпе çирĕп ыйтнă, утă-улăма нихçан та саланса вырттарман, дояркăсене те тирпейлĕхе вĕрентнĕ. Михаил мăшăрăм ял Канашĕн депутачĕ те пулчĕ. 65 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр, - вĕçлерĕ калаçăвне кинемей.
Пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăха чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ кинемей ăс-тăн çивĕчлĕхне çухатман, пурнăçĕнчи тĕп самантсене лайăх астăвать. Ватлăх çулĕсене пăхăнмасть, пурнăçпа тан пыма тăрăшать, район пурнăçĕпе хаçат вуласа интересленсех тăрать. Çак кунсенче хăйĕн сумлă юбилейне Нонна Степановна йышлă çемйипе кĕтсе илет. Çакă мар-и телей?
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |