Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăванĕсемпе ял-йыш унпа мухтанаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 09.06.2017, 09:05 Просмотров: 1067

IMG 20170428 075711 124Пирĕн районти Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман çемье пур. Кил хуçисем - Сергей Александровичпа Людмила Владимировна Корчаковсем, ял çыннисемпе танах хушма хуçалăх тытса пыраççĕ, выльăх усраççĕ, пахчара тăрмашаççĕ. Тен, выльăх шучĕ ыттисенчен нумайрах пулни - тăватă ĕне, пăрусем - вĕсене пĕр ялта пурăнакансенчен кăшт уйăрса тăрать пулĕ. Людмилăпа Сергей Корчаковсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Асли, Николай, хальхи вăхăтра республика тулашне ĕçлеме çỹрет. Вăтамми, Федор, Мускаври Çар институтĕнче вĕренет. Кĕçĕнни, Олеся, Çĕн Атикасси шкулĕнче 8-мĕш класра ăс пухать, спортпа туслăскер тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.

Паян манăн вулакансене Корчаковсен Федор ывăлĕ пирки тĕплĕнрех каласа парас килет. Вăл 1997 çулта çуралнă. 2014 çулта Çĕн Атикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Федя Мускаври Çар институтне бюджетлă вырăна вĕренме кĕме пултарнă. Виççĕмĕш курсра вĕренекен ентешĕмĕр кăçал Мускавра Çĕнтерỹ уявне халалласа ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăннă. Майăн 8-мĕшĕнче Александровски садра Паллă мар салтак вилтăприйĕ патĕнче Ĕмĕрлĕх вут çутнă çĕрте пулнă. Майăн 9-мĕшĕнче вара Кремль курсанчĕсемпе пĕрле Çĕнтерỹ парадĕнче утнă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин чечек кăшăлĕсем хунă çĕрте пулнă. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Корчаковсем çемйипех телевизорпа Мускаври парада кăтартнине пăхнă. Вĕсем кăна-и - хурашашсем пурте сенкер экран умĕнчен пăрăнман, хăйсен маттур ентешне курма тăрăшнă. Ретĕн-ретĕн тăрса утакан маттур курсантсем хушшинче çывăх çыннине асăрхаса юлайман пулин те, вĕсем пурте Федор çавăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнма пултарнăшăн мухтанаççĕ.

"Пирĕн Федя чăннипех маттур, - тет Леонид Иванович Великанов, яшăн мучăшĕ. - Хам астăвасса, пирĕн ялти çамрăксем хушшинче офицера вĕренекен пулман.Федя ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, эпир унпа мухтанатпăр".

Олеся йăмăкĕ те Федя пиччĕшĕ Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнма пултарнăшăн хĕпĕртет. Хĕрачан спорт енĕпе малалла аталанса пыма камран тĕслĕх илмелли пур - Федор Корчаков Мускавра вĕреннĕ хушăра пилĕк енлĕ ăмăртусенче спорт мастерĕн кандидачĕн ятне хỹтĕленĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5