Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

oknaAlivankin

П Р О Д А Ю:

корову или телку.

Тел. 8 919 663 08 96 (16+) 

Требуются рабочие в хлебозавод

в город Королев МО. Питание и общежитие  предоставляется.

Вахта 15/15. Зарплата 37500.

8 987 122 55 25. 

ПРОДАЮ:

СЕНО ЛУГОВОЕ.

Тел. 8 917 676 88 81.

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çуллахи каникулта

Категория: Общество Опубликовано: 07.10.2022, 13:20 Просмотров: 22322

Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕпе паллаштаратпăр. Сочиненисен йĕркисенчен

Эпĕ çуллахи каникула питĕ интереслĕ ирттертĕм. Чи малтанах Алеша пиччепе çуллахи лагере çỹрерĕмĕр. Лагерте эпир вăхăта хаваслă ирттертĕмĕр. Эпир асфальт çинче тĕрлĕ ỹкерчĕксем турăмăр, чылай спорт вăййине вылярăмăр.

Июль уйăхĕнче эпир выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлерĕмĕр. Пушă вăхăтра аслисемпе пĕрле шыва кĕме çỹрерĕмĕр, шашлык та пĕçертĕмĕр, велосипедпа ярăнтăмăр.

Август уйăхĕнче пирĕн пата манăн асанне килчĕ. Эпĕ питĕ савăнтăм.

Çуллахи каникул маншăн питĕ хаваслă иртрĕ.

Екатерина СВЕТЛОВА.

ХХХ

Манăн çуллахи каникул лайăх иртрĕ. Мĕн кăна туман пулĕ эпĕ: кĕнеке те вуларăм, ỹкертĕм те, атте-аннене кил-çуртра тирпейлеме тата çум çумлама та пулăшрăм. Пурпĕрех эпĕ ывăнман.

Канмалли кунсенче эпир Сăр хĕррине канма кайрăмăр. Пирĕн тăвансен моторлă катер пур. Эпир унпа ярăнса килентĕмĕр. Кану вăхăчĕ çакăн пек асамлă иртсе кайрĕ.

Шкулта вĕренмелли вăхăт çитнĕшĕн эпĕ пĕрре те кулянмастăп, мĕншĕн тесен эпĕ пиллĕкмĕш класа куçрăм. Манăн халĕ çĕнĕ вĕрентекенсем, çĕнĕ предметсем... Мĕн чухлĕ интереслĕ факт, историсем, правилăсем пулĕç çак уроксенче. Манăн вĕсемпе паллашмаллах.

Дарья КОЗЛОВА.

ХХХ

Çулла - манăн юратнă вăхăт. Каникулта эпĕ ир-ирех тăраттăмччĕ. Вăраннă-вăранман чĕпсем патне апатпа шыв пама кайса килеттĕмччĕ. Чĕпсем хушшинче манăн юлташ та тупăнчĕ. Вăл манпа юнашар çỹрерĕ, час-часах чĕркуççи çинче ларчĕ.

Пушă вăхăтра эпир кỹршĕри юлташпа, Дима пиччепе, тĕрлĕ вăйă вылярăмăр. Кашни уйăхра пĕр хутчен ĕне кĕтĕвне çỹрерĕмĕр. Çанталăк шăрăх тăнă май пире атте иксĕмĕре плотина хĕрне шыва кĕме илсе çỹрерĕ. Каçхине вара атте пулă тытма илсе кайрĕ, унта тĕрлĕ пулă тытрăмăр.

Июнь вĕçĕнче утă хатĕрлерĕмĕр. Аннене эпĕ çăвĕпех йăрансене шăварма пулăшрăм. Çавăн пекех эпир хĕлле валли тĕрлĕ çырла татса хутăмăр.

Сисмерĕм те, çулла иртсе те кайрĕ. Манăн каникул усăллă та кăсăклă иртрĕ теме пулать. Шкула эпĕ тулли кăмăлпа кайрăм.

Алексей УДЯКОВ.

ХХХ

Çуллан пĕрремĕш кунне эпир пирĕн клуба ачасен уявне кайрăмăр. Эпир нумаййăн пухăнтăмăр. Пире унта выляттарчĕç тата пурăпа ỹкерттерчĕç. Унтан эпир стадиона тухрăмăр. Ун çывăхĕнче кивĕ шкул çурчĕ тата ача сачĕ пур. Эпир унта ачасемпе пĕр-пĕрне хăваламалла тата пытанмалла вылятпăрччĕ. Футбол та сахал мар выляттăмăр, велосипедсемпе ярăнма та каяттăмăр.

Çырла пиçме пуçласан уя кайса пуçтартăмăр. Килте те ĕç сахал марччĕ. Пахчара хăяр, помидор, купăста шăвартăмăр, утă та хатĕрлерĕмĕр.

Сăр юханшывĕ хĕрне канма кайни те асра. Пĕррехинче эпир икĕ машинăпа пухăнса кайрăмăр. Вăрмана кĕрсенех пысăк лупашкасене асăрхарăмăр. Темиçе хутчен кĕрсе ларнă хыççăн пурпĕрех Сăр хĕрне çитрĕмĕр. Чи малтан шыва кĕтĕмĕр, унтан хăйăр çинче вылярăмăр. Кайран шашлык пĕçерсе çирĕмĕр. Каялла киле кайма тухсан та эпир вăрманта кĕрсе лартăмăр. Пире урăх машинăпа туртса кăларса пулăшрĕç. Киле хуп-хура çи-пуçпа таврăнтăмăр.

Çуллахи каникулăн юлашки кунĕсенче эпир çĕрулми кăлартăмăр. Темиçе кунтанах шкула кайма та вăхăт çитрĕ.

Алексей тата Дарья ЕРЕМЕЕВСЕМ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4