Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ырă тунине çын манмасть

Категория: Общество Опубликовано: 14.10.2022, 09:38 Просмотров: 1287

titovaЫрă ĕç икĕ ĕмĕр пурăнать. Çак сăмахсенче халăх ăслăлăхĕ, сăнавсем тата этемĕн ĕç-хĕлне тишкерни палăрса тăрать. Ырă ĕçсем чылай вăхăт асра пурăнма пултараççĕ, çутă кăмăл-туйăмпа тав туйăмĕ çеç çуратаççĕ.

Йывăр пурнăç условийĕсенче, çурма тăлăх, амăшĕпе кăна пурăнакан ачасене е нумай ачаллă, тĕрлĕ сăлтава пула шар курнă çемьесене те районта ырă çынсем тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Нуша куракан çемьесене япаласемпе, укçан пулăшма тăрăшаççĕ, вĕсен пĕр-пĕр çивĕч ыйтăвне татса пама пултараççĕ.

Пĕр-пĕрне пулăшас йăла пирĕн районта яланах вăйлă пулнă. Ялтан ăнăçлă тухнисем хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне пулăшаççĕ, хăйсен тимлĕхне илеççĕ. Вĕсем тăван района, ял çыннисене те кăмăлтанах пулăшаççĕ.

Паян сире Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Светлана Титовапа (хĕр чухнехи хушамачĕ Ярайкина) паллаштарасшăн.

Светлана Петр Печниковпа Мария Ярайкина çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе малтан хут çырăнмасăр пурăннă, çавăнпа та Светлана тата унăн пилĕк аппăшĕпе шăллĕ амăшĕн хушамачĕпе çỹренĕ. Светлана çемьере улттăмĕш ача пулнă. Вĕсем туслă пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшма ачаранах вĕренсе хăнăхса пынă. Ĕçе те пĕчĕклех хăнăхтарнă вĕсене ашшĕ-амăшĕ. Петĕрпе Мария малтанласа иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ, унтан çемье пуçĕ коммуналлă хуçалăха куçнă. Вĕсем канмалли кунсенче, ĕç хыççăн çăматă йăвалантарнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕ ĕçленĕ вăхăтра килти ĕçсене тунă. Светлана шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти техникума çул тытнă. Анчах та унта вĕренсе пĕтермесĕрех Вера аппăшĕ патне Мускава тухса кайнă. Çак утăма тума ăна тус-юлташĕсем Мускавра пулни те хистенĕ. Мускавра Светлана "Москабель" заводра ĕçлеме тытăннă. Унтанпа 40 çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ. Çак çулсем хушшинче Светлана Мускавра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, ура çине çирĕп тăма пултарнă. Халĕ вара вăл уйрăм предприниматель сферинче професси ĕçне малалла пурнăçласа пырать. Кунта та Светлана Петровна йывăр лару-тăрура пурăнакан çынсене пулăшма тăрăшать. Хулари ача çурчĕсем пĕрре мар унăн пулăшăвне тивĕçнĕ.

Светлана Мускавра пурăнать пулсан та тăван тăрăхне манмасть. Вăл кунта пурăнакан çынсен шăписемпе кăсăклансах тăрать. Светлана ача чухнех уçă кăмăллă пулнă, халĕ те сисĕмлĕ чĕри ăна çынсене май килнĕ таран пулăшма хистет. Нумаях пулмасть Светлана Титова пуçарăвĕпе унăн шăллĕ Владимир Светлана мăшăрĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан вунă ачапа тата амăшĕсемпе тĕл пулнă. Ачасене хĕле хатĕрленме ăшă япаласем туянма укçан пулăшу панă. Ырă ĕçе "Добрые дела" акци шайĕнче пурнăçланă.

Çак кунсенче Светлана Петровна Чăваш Республикинчен ятарлă çар операцине хутшăнакан "Атăл" çыхăну батальонĕн салтакĕсене валли ăшăтмалли 10 тупă ăсатнă.

Маларах Арайкасси ялĕнче вут-çулăма пула кил-çуртсăр, хуралтăсемсĕр тăрса юлнă Валентинăпа Сергей Шатаевсен çемйине те, пускилти хĕрарăма çĕнĕ çурта чỹречесем лартма та, сывлăхĕ хавшак ачана реабилитаци процедурисене илме те пулăшнă. Тăван урамĕнче шыв кĕртес ыйту çуралсан та вăл аякра юлман, халăхран пухмалли укçан пĕр пайне саплаштарнă. Светлана Петровна Хĕрлĕ Чутай салинчи Турă Хĕресне Çĕкленĕ Храмăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме те пулăшса тăрать.

Светлана Титован ырă ĕçĕсене каласа çитерме те май çук, ытларах чухне эпир вĕсем пирки пĕлсе те юлаймастпăр. Светлана хăйĕн ĕçĕсем пирки каласа пама юратмасть. Ĕçе пурнăçлакан каялла ун вырăнне нимĕн те ыйтмасан çеç ĕç ырă пулать.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1