ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тӗнчере аттепе аннерен хакли никам та ҫук. Аннепе атте ҫинчен тӗрлӗрен юрӑ шӑрантараҫҫӗ. Манăн вара паян кӗске калавра хамӑн аттен ырă енĕсене ҫырса парас килет.
Манăн аттене ялта Валери тесе чĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл районти газ участокӗнче водитель-слесарьте ӗҫлет. Тĕплĕн те тăрăшуллă ӗҫленӗшӗн ăна кăçал Хисеп грамоти парса чысларĕç.
Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп эпĕ унран. Ара, килте вăл тума пӗлмен ӗҫ ҫук, веҫех тума пӗлет. Аннепе асаннене те пулăшать, шăллăмпа иксĕмĕр çинчен те манса каймасть. Унăн пушă вăхăт тупăнсан эпир вăлтасем илсе плотина хĕррине пулă тытма хĕпĕртесе тухса утатпăр. Атте пире мĕнлерех тытмаллине вĕрентет. Уроксем тума та пулăшать вăл. Атте ытларах техникӑпа ӗҫлеме юратать. Унӑн трактор, мотоблок, машина та пур. Эпир кӑҫал унпа икӗ кивӗ мопедран лайӑх чупаканнине пухрӑмӑр. Халӗ эпӗ те аттепе мопедпа ярӑнатӑп. Мĕн тери савăнăç пулчĕ вăл.
Атте - питӗ кӑмӑллӑ ҫын. Пурне те хисеплет, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ялти çынсем те ун патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Пĕлетĕр-и, пĕрне те каялла ямасть. «Часах çитетĕп», - тесе ăсатса ярать. Ҫавăнпах ăна ял халăхĕ депутата та суйларӗ. Ял уявӗнче администраци Тав хучĕ парса хавхалантарчӗ.
Атте 1978 çулта Уйпуç ялĕнче çуралнă, çемьере - виççĕмĕш, чи кĕçĕнни. Шкул пĕтерсен ялти ытти çамрăксем пекех салтака кайнă. Иваново хулинче службăра пулнă. Пире те салтака юрăхлă çын нихăçан та тĕрĕс çул çинчен пăрăнса каймасть тесе вĕрентет.
Атте пирӗнпе нихӑҫан та сиввӗн калаҫмасть. Манӑн атте пек ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пулас килет. Вӑл мана пӗчӗккӗн машинӑпа кайма вӗрентет. Ҫитӗнсессӗн эпӗ те атте пекех пӗтӗм техникӑпа ярӑнма вӗренӗп. Эпӗ аттене хытӑ юрататӑп, хисеплетӗп, унран тӗслӗх илетӗп!
Дмитрий УДЯКОВ, Мӑн Этмен шкулӗ.
ххх
Манӑн атте Коля ятлӑ. Ӑна асанне вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ку-кашшӗне халалласа ят панӑ. Атте - ырӑ кӑмӑллӑ, хастар ҫын. Аслисене сума суса, кӗҫӗннисемпе вашават калаҫать. Пире те ҫавнах вӗрентет. Эпир, унӑн виҫӗ ачи, аттепе мухтанатпӑр. Вӑл пирӗн тем тума та пултарать, алли ылтӑн унӑн. Атте темиҫе ҫул ӗнтӗ стройка ӗҫӗнче вӑй хурать: ҫынсене пӳрт-ҫурт, мунча купаласа парать, шалтине те илемлетет. Халӑх унпа кӑмӑллӑ, яланах ӗҫ пур унӑн. Икӗ ҫул каялла хӑйӗн тӑван Хурапыр ялӗнче вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене халалласа Асӑну стени купаларӗ. Палӑк умне вара эпир ҫемйипех илем кӳме тӑрӑшатпӑр, ҫулленех чечек лартса тӑратпӑр, чечек калчисене те килтех ӳстеретпӗр.
Унччен малтан атте ялти клубра вӑй хунӑ. Вӑл мӗн чухлӗ спектакль-концертсенче халӑха савӑнтарман пулӗ. Ташлама-юрлама питӗ ӑста, районти фольклор ушкӑнне те ертсе пынӑ. Пирӗн асатте те ташлама маҫтӑр пулнӑ, купӑсне те каланӑ. Тата атте питӗ хитре ӳкерет, ҫырма та хитре ҫырать. Эпир ун пек пуласшӑн. Аттен таланчӗ мана та куҫнӑ пулӗ тесе шутлатӑп: эпӗ хитре юрлатӑп, ташлатӑп, ӳкерме те юрататӑп. Манӑн йӑмӑк та ҫаплах.
Атте ялти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнать. Вӑл ҫирӗм ҫул ӗнтӗ суйлав комиссийӗн йышӗнче тӑрать. Ял старости. Ялта туса ирттермелли ӗҫсене активлӑ хутшӑнать, ыттисене те явӑҫтарать.
Ҫемьере эпир яланах йӑла-йӗркесене тытса пыратпӑр, пире аттепе анне вӗрентсе пыраҫҫӗ. Вӗсене хӑйсен ашшӗпе амӑшӗ вӗрентнӗ. Пахчара та эпир пурте пӗрле ӗҫлетпӗр. Тата атте вӑрмана ҫӳреме юратать. Вӑл пире тутлӑ апат та пӗҫерсе ҫитерет.
Пире атте ача садне те мӗн чухлӗ илсе ҫӳренӗ пуль. Ача сачӗ валли стендсем те, теттесем те ӑсталаса паратчӗ. Халӗ шкулти уявсене те хутшӑнать. Атте шкулта лайӑх вӗреннӗ, пире те лайӑх вӗренме хушать. Учительсене урокра итлесе ларма, мӗн панине пурнӑҫлама ыйтать.
Эпир аттепе мухтанатпӑр, ун пек пулма тӑрӑшатпӑр. Нумай ҫул пурӑнтӑр вӑл.
Нелли Чубайкина, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул, 7-мӗш класс.
ххх
Кашни çыннăн хăйěн идеалě пур. Манăн тĕслĕх, паллах, манăн атте.
Манăн аттене Саша тесе чĕнеççĕ. Вăл ШĕМ тытăмĕнче 23 çул ытла ĕçлерĕ. Уйрăмах патшалăх автомобиль инспекцийĕнче 18 çул ытла вăй хучĕ. Атте – çул çинчи йĕркешĕн яваплă çынччĕ. Унăн канмалли кунĕ те пулман. Ытларах чух атте ĕçреччĕ. Ир-ирех тухса каять те сĕм каçпа çеç таврăнать. Тĕрлĕ çивĕч лару-тăру та сиксе тухать ĕçре, анчах та вăл тĕрĕс йышăнусем тума пĕлет. Атте пур пăтăрмаха та татса пама пултарать, ĕҫе вĕҫне ҫитерме тăрăшать, нихăçан та парăнмасть. Ҫав вăхăтрах вăл пире валли те, хăйĕн ывăлĕсем валли, вăхăт тупать. Эпир пурте пĕрле гаражра пулма юрататпăр. Кунта эпĕ ытларах чухне аттене машина юсама пулăшатăп. Атте руль умĕнче пынă чух мана юнашар лартать те ҫул ҫинчи паллăсем ҫинчен каласа пырать. Кун пек чухне эпĕ унпа инҫе ҫула та кайма хатĕр.
Манăн атте ăслă, яваплă тата тăрăшуллă çын. Йывăр самантра пурне те пулăшма тăрăшать. Мана та час-часах урок тума пулăшать. Уйрăмах математика урокне. Атте çумĕнче эпĕ хама хăюллă туятăп.
Халĕ вара атте тивĕçлĕ канура. Шкул хыççăн пушă вăхăта аттепе ирттеретĕп. Анчахрах эпир сырăш ăсталарăмăр. Ăна пӳрт умĕнчи йывăç çине çакрăмăр. Аттепе эпě мухтанатăп. Ун пек пулма тăрăшатăп.
Андрей Майоров, Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул, 5-мӗш класс.
Ноябрь 2024 |