Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăхăтăн кашни çеккунчĕпе туллин усă курать

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2018, 10:41 Просмотров: 828

mihoparovaКăçал районти темиçе çамрăк та Республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрасса пĕлтернĕччĕ эпир. Пултаруллă çамрăксем хушшинче Сĕнтĕкçырминче çуралса ỹснĕ, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче пĕлỹ илекен Светлана Ивановна Михопарова та пур.

Светлана аслă пĕлỹ бизнес-информатика енĕпе илет. 4-мĕш курс студентки университетра вĕренме пуçланăранпах республика тата çĕршыв шайĕнчи наукăпа тĕпчев конференцийĕсене хутшăнать, вĕсенче тĕрлĕ шайри дипломсене тивĕçет. Унпа пĕрлех унăн наука журналĕсенче экономика наукисен кандидачĕпе тата докторĕпе пĕрле çырнă статйисем те тухнă. Кун пек статьясем Светална Михопарован пурĕ 11, вĕсем ытларах АПК аталанăвĕпе банксен хутшăнăвне сăнлаççĕ.

Университет çумĕнчи бизнес-инкубаторăн проектсен ертỹçи пулнă май Светлана çамрăксене бизнес-проектсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çавăн пекех вăл хăйĕн командипе пĕрле "Санкино" ятлă интернет лапамра та ĕçлет, унта вĕсем экологи енчен таса ялхуçалăх продукчĕсене сутаççĕ.

Светлана патшалăх университетĕнче питĕ аван паллăсемпе кăна вĕренсе пырать. Ют чĕлхесемпе те кăсăкланнăран Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче акăлчан чĕлхине куçăмлă тата куçăмсăр майпа вĕренет. Çапла вара Светлана иккĕмĕш аслă пĕлỹ те илет.

2016 тата 2017 çулта вăл студентсем валли ĕçлекен ятарлă программăпа Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче тăватшар уйăх пулнă. Унта Светлана экономика енĕпе опыт пухнă, акăлчанла калаçас ăсталăхне туптанă. Палăртмалла, акăлчан чĕлхисĕр пуçне Светлана испан чĕлхине те вĕренет.

Çав хушăрах маттур хĕр спортра та çитĕнỹсем тума ĕлкĕрет. Студентка тăван университет чысне хỹтĕлесе йĕлтĕрçĕсен чылай ăмăртăвне хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Сăмах май, районта иртекен спорт ăмăртăвĕсенче те курма пулать ăна.

Социаллă сетьри хăйĕн страницинче палăртнă тăрăх, Светлана кĕнеке вулама та юратать. Хăйĕн юратнă кĕнекисенчен пĕри Никифор Мранька çырнă "Ĕмĕр сакки сарлака" кĕнеке пулнине пĕлтерет вăл. Çавăн пекех хĕрупраçăн юратнă авторĕсем хушшинче Михаил Шолохов, Максим Горький, Джордж Оруэл пур.

- Манăн тĕллев - Чăваш патшалăх университечĕн магистратуринче пĕлỹ илесси, унтан - аспирантурăна. Эпĕ университет преподавателĕ пуласшăн, çав хушăрах бизнеспа кăсăкланма пăрахмăп. Малалла аталанма наукăпа бизнеса çыхăнтармалла тесе шутлатăп, - пĕлтерчĕ хăйĕн тĕллевĕсене пуçаруллă хĕр.

- Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕретен? - пулчĕ ман ыйту.

- Хăвăн кунна тĕрĕс планлама пĕлмелле, вăхăтăн кашни çеккунчĕпе туллин усă курмалла - вара темĕн тума та, таçта çитме те пулать, - терĕ Светлана кăмăллăн калаçнă май. - Хальхи самана çапла ыйтать - пĕтĕмпех хăвăрт тумалла, вĕренмелле те, ĕçлемелле те. Тунсăхлама, вăйăсем выляса вăхăта усăсăр ирттерме май çук. Паллах, канма та пĕлмелле. Эпĕ, сăмахран, йĕлтĕрпе уçăлма тухсан канатăп. Анчах та чи малтан халь тăрăшсан кайран çăмăл пулнине тĕпе хумалла.

Пурнăç çулĕпе çакăн пек тĕллевсене мала хурса утакан хĕрупраçа ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунмалли кăна юлать. Пуçаруллă пикерен ытти çамрăксем те тĕслĕх илсен питĕ аван пулмалла.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1