Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çырăва хаклаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2018, 10:48 Просмотров: 657

Январĕн 23-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Кăçал пĕрремĕш хут иртнĕ информаци кунĕнче Шупашкартан килсе çитнĕ патшалăхăн власть органĕсен представителĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

ЧР çын прависен уполномоченнăйĕпе Надежда Прокопьевапа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата район пуçлăхĕ Александр Степанов район больницин коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç. ЧР информаци политикин министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ, ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина - Атнар тăрăхĕнче.

Ял çыннисемпе тĕл пулнă май информаци ушкăнĕсем информкунăн тĕп темине - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва - сỹтсе яврĕç, халăха хумхантаракан ыйтусене хуравларĕç.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалµх Думин депутачĕ:

- Кашни çулах Çырусем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Ку - вăхăт хистевĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ паян социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп ыйтăвĕсене палăртнă май РФ Президенчĕн тĕллевĕсене тĕплĕ шута илнине асăрхарăм. Çакă тĕрĕс: Чăваш Ен аталанăвĕ Раççей аталанăвĕпе пĕр çыхăра пулмалла.

Михаил Васильевич республика ĕç-хĕлне тĕплĕ курса-пĕлсе тăни куçкĕрет сисĕнчĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче вăл сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, экономикăна аталантарассине палăртрĕ. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршыва хирĕç геополитика улшăнăвĕсем вăй илнине кура патриотизм воспитанийĕ çине пусăм туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика аталанăвне çамрăксемпе, вĕсене тĕревлессипе çыхăнтарнине илтме кăмăллă пулчĕ.

Тĕрĕссипе, ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Ен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕн мĕнпур енне тишкерчĕ. Федераци центрĕн пулăшăвĕпе усă курас тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки туйăнчĕ. Çапах пурпĕр чи малтан хамăра шанмаллине, хамăрăн майсемпе туллин усă курмаллине çирĕплетрĕ. Хамăртан чăннипех нумай килет - çакна ăнланни куçкĕрет. Эппин, пирĕн пĕрле пулмалла. Çапла майпа çеç умри пысăк тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пултаратпăр. Çав шутра - тĕрлĕ шайри депутатсен те. Паллах, ку республикăран Думăна суйланнă депутатсене те пырса тивет. Региона инвестицисем хăш парти ялавĕ айĕнче килни пĕлтерĕшлĕ мар вĕт. Тĕп вырăнта - çынсем, вĕсене пулăшасси. Михаил Васильевич палăртнă ĕçсене пурнăçлас ĕçе кашни хăйĕн тỹпине хывма тивĕç.

Валерий ПАВЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва сывламасăр тенĕ пек итлерĕмĕр. Республикăн мăнаçланмалли сахал мар. Михаил Васильевич тĕрлĕ шайри власть органĕсен, бизнес ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне, малашнехи аталану тĕллевĕсене палăртрĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатасси, тĕллевсене пурнăçа кĕртесси тĕпре пулни савăнтарать. "Пирĕн тĕллев, - терĕ республика Пуçлăхĕ, - Чăваш Ен хăватне ỹстересси, ĕçлеме тата пурăнма хăтлă регион туса хурасси".

Кулленхи ыйтусене çеç татса памалла мар. Малашнехи пирки те шухăшламалла: çамрăк специалистсем тăван республикăна ĕçлеме тата пурăнма юлччăр. Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, çавăнпа мал ĕмĕтлĕ, анлă тавракурăмлă яшсемпе хĕрсене паян хамăр тăрăха, çав шутра ялсене, тавăрассишĕн тăрăшмалла. Çак тĕллевсене пурнăçлама кăçалтан пĕчĕк хуласенче те ĕçлеме пуçлакан "Земство тухтăрĕ" программа пулăшма пултарать.

Килес çулхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатасси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, тупăшне ỹстересси пулса тăрать. Ку енĕпе Чăваш Енри потребкоопераци организацийĕсем те çине тăрса ĕçлеççĕ. Чи малтанах ялта пурăнакансене паха таварпа тивĕçтернине, çĕнĕ, çав шутра вăхăтлăх ĕç вырăнĕ-сем йĕркеленине, халăхран ялхуçалăх продукцине тата чĕртавар туяннине палăртмалла. Правительствăн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, республика гражданĕсен, Чăваш Ен шăпишĕн чунтан пăшăрханакансен пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене татса парассишĕн вăй-хала пĕрлештерсе пĕрле ĕçлемелле.

Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Эпир экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, пĕрремĕш тата пысăк технологиллĕ медицинăна, пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарас енĕпе çĕршывра лидерсен йышĕнче пыракан республикăра пурăнни савăнтарать. Усă курман çĕр пайĕсене регистрацилессипе те Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче лидер пулса тăчĕ. Ку енĕпе пирĕн муниципалитет та çине тăрса ĕçлерĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе районта усă курман çĕр пайĕсене регистрацилес ĕçе вĕçлерĕмĕр, пĕрлехи вăйпа ялхуçалăх çĕрĕсемпе усă курас тĕлĕшпе йĕрке тăватпăр.

Иртнĕ çулта "Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче район тер-риторийĕнче куçман пурлăхăн 20 объектне тупса палăртнă, вĕсенчен 18-шне хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртессине те асăнчĕ. Пĕлтĕр республикăра 103 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Пирĕн района илсен, 2017 çулта кун пек пĕрремĕш проект Ачкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче пурнăçланчĕ. Ваçкаçырминчи масар çинче сахал мар ĕç турĕç. Проект сумми 258160 тенкĕпе танлашрĕ, унтан 206530 тенки - республика бюджетĕнчен, 38720 тенки - ял тăрăхĕн, 12910 тенки - халăх пайĕ. Пуçланă тата пăхса хунă пур проекта та пурнăçлас ĕç 2018 çулта малалла тăсăлĕ. Пĕтĕмпе районта ку программăпа 17 проект пурнăçланмалла.

Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче палăртса çапла каларĕ: "Паянхи задачăсене татса парассипе кăна ĕçлемелле мар. Пирĕн малашлăха курмалла, хальхи тата пулас ăрусен интересĕсемшĕн ĕçлемелле. Харпăр хăй пуласлăхне, чи пысăк амбицисене тăван республикăпа тата аслă Раççейпе çыхăнтарма кирлине çирĕп-летсе памалла". Çутă пуласлăх хамăр алăра пулнине пирĕн лайăх ăнланмалла. Çырура палăртнисене пурнăçа кĕртес тесен пирĕн пурин те пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле, халăхăн пурнăç шайне ỹстерессишĕн хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тумалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1