Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлать

Категория: Общество Опубликовано: 26.01.2018, 11:01 Просмотров: 652

tany1Хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна "Пултаруллă Таньăсем пур-ха" тесе çыртăмăр. Чăнах та пур пирĕн районта маттур Таньăсем - çакна кăçал Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендиачĕн ятне тивĕçнĕ Татьяна Андреевна Максимовапа курса калаçсан тепĕр хут ĕнентĕм.

Татьяна Максимова Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11А класра вĕренет. Тури Çĕрпỹкассинче пурăнаканскер кашни ир инçе çула кĕскетсе район центрĕнче вырнаçнă шкула васкать. Кунта вăл 10-мĕш класранпа вĕренет. Унччен Таня Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче пĕлỹ илнĕ.

Паянхи кун пур предметпа та "пиллĕк" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраканскер тăтăшах тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Çитес вăхăтрах, акă, унăн математикăпа республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнмалла. Алла аттестат илсен ăçта вĕренме каясси пирки сăмах пуçарсан Таня татăклă хурав параймарĕ, хальлĕхе шухăшланине палăртрĕ. Анчах та патшалăх экзаменĕсенчен обществознанипе физика предмечĕсене суйласа илнине кура хĕрупраç хăш енĕпе вĕренме каяс шухăшлине ăнланса илме пулать.

Спортпа та туслă Таня, йĕлтĕрпе те чупать, шашкăлла та вылять. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче вăл чи лайăх командир ятне те тивĕçнĕ.

"Хĕлле эпир çемьепе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма тухатпăр, - тет Таня. - Çулла вара эпĕ шыва кĕме, юлташсемпе уçăлса çỹреме килĕштеретĕп. Тата эпĕ ỹкерме юрататăп, тен, манăн ку енĕпе пултарулăх пысăках та мар пулĕ, анчах та ỹкернĕ чух манăн кăмăл уçăлать".

Сăпайлă та маттур хĕр пирки пĕр класра вĕренекенсем те ыррине кăна калаççĕ: "Пирĕн Таня - питĕ ырă кăмăллă, тимлĕ, тараватлă, тавçăруллă, палăртнă тĕллевĕсене яланах пурнăçлать. Вăл санăн юлташу пулнăшăн савăнатăн кăна".

Ĕнер кăна Татьянăсен кунне паллă тунăран Таньăран ăна çак ята кам панине ыйтса пĕлтĕм. "Аттепе анне хунă ят мана питĕ килĕшет", - кĕскен хуравларĕ сăпайлăскер.

Татьяна Максимована патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма, хăйне килĕшнĕ профессие суйласа илсе аслă вĕренỹ за-веденине вĕренме кĕме ăнăçу сунатпăр.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1