Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Коминтерн" хуçалăхра çĕнĕ вите хута кайрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2022, 10:30 Просмотров: 722

ferma2Ноябрĕн 8-мĕшĕнче Трапай ялĕнче "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче 500 пăру усрамалли вите хута ячĕç. Савăнăçлă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мурайкинпа Николай Малов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, хуçалăх ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç.

"Коминтерн" хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова хăнасене юлашки çулсенче хуçалăхра пурнăçа кĕртнĕ инвестици проекчĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ витесене çĕклес ĕçе хуçалăхра 2017 çулта пуçăннă. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратеги шайĕнче темиçе тапхăрпа "Трапай ялĕнче 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ĕне вити" проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Инвестици проектне пурнăçа кĕртессине Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи Комплекслă программине те кĕртсе хăварнă. Пĕрремĕш тапхăрĕнче, 2017 çулхи октябрь уйăхĕнче, 63 миллион ытла тенкĕ хывса 600 пуç ĕне усрамалли вите хута кайнă. Унтан 2019 çулта хуçалăхра тата калăпăшлă ĕç пурнăçлаççĕ, кунта 109 миллион ытла тенкĕлĕх ĕне сумалли уйрăм ĕçлеттерсе яраççĕ. 2020 çулта хуçалăхра 600 пуç ĕне валли вите хута каять. Ку ĕçе пурнăçлама хуçалăх 72,5 миллион тенкĕ тăкаклать. Альбина Борисовна палăртнă тăрăх, калăпăшлă ĕçсене тума усă курнă тăкакăн 40 процентне патшалăх каялла тавăрса пани малалла та пысăк ĕçсем тума хистет. Çавна пулах та пулĕ хуçалăх кăçал кĕске вăхăтра виçĕ уйăха çитнĕ пăрусем валли 500 пуç вырнаçмалăх вите хута янă. Кунта вара вĕсем çулталăка çитиччен пулĕç. Пур объекта та çĕклеме хуçалăх 310 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Малашлăхра - çулталăка çитнĕ пăрусене валли тепĕр вите тăвасси. Ун хыççăн хуçалăх калăпăшлă инвестици проектне пурнăçа кĕртсе пĕтерĕ. Раççей тата республика правительствисем ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсене пулăшупа тивĕçтерни вĕсене татах та ытларах çитĕнỹсем тума, пахалăхлă продукци туса илме хистет. Альбина Борисовна патшалăх пулăшăвĕпе хуçалăх выльăх витисене тунă çĕрте кăна мар, техника туяннă чух та усă курнине палăртрĕ. Ку чухне те техника туяннă тăкакăн 40 процентне тавăрса параççĕ. Çапла майпа хуçалăх техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшать.

Олег Алексеевич сăмах илнĕ май "Коминтерн" хуçалăх çитĕнĕвĕсем пурне те малалла ỹсĕмсем тума хавхалантарнине пĕлтерчĕ. "Коминтерн" ЯХПК аталанса пыни район кăтартăвĕсене ырă енне улăштарать. Ялхуçалăх аталанăвĕнче çĕнĕ технологисемпе, техникăпа усă курса ĕçлени чылай ĕçе çăмăллатать тата туса илнĕ продукци пахалăхне лайăхлатать. Çакна кура çамрăксен те яла таврăнса ĕçлеме кăмăл пулĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пухăннă çынсене пурне те савăнăçлă пулăмпа саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл регион ертỹçи, депутатсем, правительство ялхуçалăх ĕçченĕсене палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме яланах пулăшса пынине тата вĕсен пур пуçарăвне те ырланине, проектсене хирĕçлеменнине палăртрĕ. Сергей Геннадьевич "Коминтерн" хуçалăх ертỹçине тата коллектива хуçалăха малалла аталантарса пыма, продукци калăпăшне ỹстерме вăй-хăват сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров та хуçалăх ĕçченĕсене саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Хуçалăх районти мĕнпур çĕр лаптăкĕн пысăк пайĕпе усă курать, тыррине те, сĕтне те ытларах туса илет. Иван Николаевич хуçалăхăн лайăх кăтартăвĕсем ыттисене те малалла аталанса пыма хистенине палăртрĕ.

"Коминтерн" хуçалăха паллă пулăмпа саламлакансем чылаййăн пулчĕç. Альбина Борисовнăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, "Россельхозбанк" директорĕ Ирина Письменская, "Кугесьская" строительство пĕрлешĕвĕн ертỹçи Борис Максимов ырă та ăшă сăмахсем каларĕç. Вĕсем пурте Альбина Новиковапа килĕштерсе ĕçлеме кăмăллă пулнине палăртрĕç, мĕншĕн тесен вăл хăй çине илнĕ тивĕçсене вăхăтра пурнăçласа пырать.

Уявăн сумлă хăнисем пăру усрамалли çĕнĕ витене кĕрсе курчĕç. Альбина Борисовна кунта йĕркеленĕ ĕçпе паллаштарчĕ. Вите хăйĕн çĕнĕлĕхĕсемпе кăсăклантарать. Кунта пур ĕçе те механизациленĕ, тислĕкне те кашни кун ятарлă тракторпа илсе тухаççĕ. Пăрусем выртакан вырăнта вара улăма çулталăкне ик-виç хут кăна тасалаççĕ. Витере пăрусене шăвармалли савăтсен ĕçне те автоматизациленĕ. Ку ăна шывпа тултарассине те, ăна çăвассине те çăмăллатать.

Сумлă хăнасен тимлĕхне сĕт сумалли блок, компьютер кабинечĕ тивĕçрĕç. Кунта Ольга Михеева зоотехник ĕне кĕтĕвĕпе компьютер урлă ĕçленине каласа пачĕ. Вĕсем ятарлă программăпа ĕçлесе пыраççĕ. Кунта кашни ĕне кăтартăвне кĕртеççĕ, çавăн пек вĕсем ĕнен ỹт температурине те, виçине те, сĕт сăвăмне те, пахалăхне те, пăруламалли кунне те пĕлсе тăраççĕ. Хăнасем сĕт пахалăхне тишкерекен лаборатори ĕçĕпе паллашрĕç, предприяти ĕçченĕсемпе калаçăва хутшăнчĕç.

Савăнăçлă мероприятие "Коминтерн" хуçалăхра чылай çул ĕçленĕ ĕç ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хуçалăхри çĕнĕлĕхсене курса тĕлĕнчĕç. Зоя Даниловапа сăмах пуçарнă май, вăл паян хуçалăхри ĕç тĕлĕнмелле улшăннине каларĕ. Темиçе теçетке çул каялла вĕсем сĕтне бидонсемпе турттарнă, тислĕкне картасенчен çунашкасем çине тиесе илсе тухнă. Паянхи кун çак ĕçсене çĕнĕ технологисемпе тата техникăпа усă курса туни хуçалăх ĕçченĕсен ĕçне самай çăмăллатнине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе ытти ветерансем те килĕшрĕç.

"Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативне малашне те ăнăçу сунатпăр. Альбина Борисовна пĕлсе ертсе пынипе ĕç коллективĕн пур пуçарăва та малалла пурнăçа кĕртсе пыма вăй-халĕ хушăнса пытăр.

М.МАМУТКИНА. 

ferma

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1