ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мобилизациленĕ граждансене пулăшас тĕллевпе республикăри хуласемпе районсенче патриотизмла концертсем иртеççĕ. "Хамăрăннисене пăрахмастпăр" концерт районта та иртрĕ. ХĕрлĕЧутай артисчĕсем ноябрĕн 3-мĕшĕнче Тралькассинчи Культура çурчĕн сцени çине тухрĕç.
Мероприяти программине Тралькассинчи Культура çурчĕн "Ивушка" хор коллективĕ "Ты - Россия моя" юрăпа уçнă. Районти Культура çурчĕн ветерансен халăх хорĕн ансамблĕ (ертỹçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Романов) "Россия и березонька" юрра шăрантарнă. Уйрăмах Виталий Чишкинпа Владимир Оринов дуэчĕ куракансен кăмăлне кайнă. Зоя Закалюжнаяпа Маргарита Огонькова "Манман-ха вăрçă суранне", Надежда Архиповапа Валентина Романова "Шан мана, салтакăм" юрăсене шăрантарнă. Питĕркассинчи Культура çурчĕн "Камыш" хор коллективĕн ансамблĕ "Солнце закрылось за горою" юрăпа тухнă.
Пурте кăмăллакан Мишеркассинчи Культура çурчĕн "Сăр таппи" халăх фольклор ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Атнарти Культура çурчĕн "Айхол" халăх хорĕн ансамблĕ куракансем умне "Это родина моя" тата "Я люблю тебя, жизнь!" (ертỹçи - Геннадий Орлов) юрăсемпе тухнă. "Кирлĕ марччĕ пире паллашма" юрра Фаина Корчагинапа Николай Данилов дуэчĕ шăрантарнă, Юрий Храмовпа Владимир Париков - "Пăрчăкан" юрра.
Мероприятире сăвă илемлĕ вулакансем те пулнă. Зоя Максимова сцена çине "Человеку мало надо" сăвăпа тухнă, Юлия Вадейкина - "Анне кĕтет", Эльвира Михеева - "Хура тутăр", Вера Жерженова - "Чуна çурать салтак юрри" сăвăпа.
Солистсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Олег Сулейманов (районти Культура çурчĕн халăх хорĕ) "В лесу прифронтовом" юрра шăрантарнă, Светлана Чумакова (Кив Атикассинчи Культура çурчĕ) - "Тăван кил ăшши", Зоя Закалюжная (районти Культура çурчĕн ветерансен халăх хорĕ) - "Сердце матери", Нина Чуракова (Туктамăшри Культура çурчĕ) - "Мой дом - Россия", Наталья Храмова (районти Культура çурчĕн халăх хорĕ) - "Я любила сокола", Николай Данилов (Кив Атикассинчи Культура çурчĕ) - "Салтак юратăвĕ", Лариса Данилова (районти Культура çурчĕн халăх хорĕ) - "А закаты алые", Фаина Корчагина (Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ) - "До свидания, мальчики", Наталья Чишкина (районти Культура çурчĕн ветерансен халăх хорĕ) "Уçланкăри палан" юрăсене парнелерĕç.
Мĕнле концерт ташăсăр иртĕ-ха? Уйрăмах "Катюша" (Тралькассинчи Культура çурчĕн "Илемпи" ташă коллективĕ), "Танцуем на поляночке под русскую тальяночку" (районти Культура çурчĕн "Колибри" ташă ансамблĕн аслисен ушкăнĕ), "Там за околицей" (Серенкассинчи Культура çурчĕн "Соловушка" ташă коллективĕ) ташă композицийĕсем куракансен кăмăлне кайнă.
Нина Чураковапа Валентина Немешкина сцена çине "Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?" юрăпа тухнă. Çавăн пекех куракансем районти культура çурчĕсенче тăрăшакан арçынсен ушкăнне тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Вĕсем чăвашсем салтака ăсатнине сăнласа панă. Валентина Немешкинапа Валентина Романова "Россия жива" композиципе те тухнă, Николай Майоровпа Александр Корнилов "Манăн çул" юрра шăрантарнă.
Концерт Олег Газманов репертуарĕнчи "Вперед, Россия!" патриотизмла юрăпа вĕçленнĕ. Ăна райадминистрацин физкультура, спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ Алексей Никитин юрланă. Унпа пĕрлех залра ларакансем те, сцена çинче тăракансем те çак юрра шăрантарнă.
Палăртмалла, билетсене сутса пухнă укçа-тенке Чăваш Енĕн "ПĔРЛЕ" аталану фондне ярĕç, мобилизациленĕ граждансене пулăшма тăкаклĕç.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Ноябрь 2024 |