Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Спортсмен, волонтер, вĕренỹ отличникĕ

Категория: Общество Опубликовано: 02.02.2018, 09:47 Просмотров: 604

IMG 0096fТуктамăш ялĕнче пурăнакан, 1-мĕш класранпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Андрей Терентьев пирки манăн шăпах çапла калас килет: спортсмен, волонтер, вĕренỹ отличникĕ. Хальхи вăхăтра 11 Б класра вĕренекен яш пирки вĕрентекенсем те, юлташĕсем те ыррине кăна калаççĕ. Ахальтен мар пулĕ кăçал Андрей Александрович Терентьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне тивĕçрĕ.

Аван кăтартусемпе вĕренсе пыраканскер, Андрей тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсемпе интеллектуаллă вăйăсене, викторинăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене, олимпиадăсене хутшăнма та вăхăт тупать.

2015-2016 вĕренỹ çулĕнче Андрей Терентьев ОБЖ предмечĕпе республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Эдуард Романов педагог хатĕрленипе вăл кăçал та асăннă олимпиадăра хăйне тĕрĕслесе пăхасшăн. Хальхи вăхăтра маттур яш февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта пулакан олимпиадăна тăрăшса хатĕрленет.

Вĕренỹри тата спортри çитĕнĕвĕсене кура вăл пĕлтĕрхи апрель уйăхĕнче "Артекра" пулнă. Унта та хăйне лайăх енчен кăтартма пултарнă Андрей Терентьев: Ачасен çар флотилийĕн кубокне çĕнсе илессипе тинĕсри нумай енлĕ кĕрешỹсен ăмăртăвĕнче мала тухнă, космонавтсен кубокне çĕнсе илессишĕн артболла выляса çĕнтернĕ, "Пасхальная вечеринка" конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Республика тата район шайĕнчи чылай конкурсра та палăрнă Андрей. Вĕсене хутшăннине пĕлсен çакна калама пулать: çамрăк тĕрлĕ енлĕ аталанни, унăн тавракурăмĕ пысăк пулни куçкĕрет. Вăл районти стройпа смотр конкурсне те хутшăннă, çамрăксен "Пуласлăх пирĕнте" фестивалĕн команда капитанĕ те пулнă.

Кăçал Ырă ĕç тăвакансен (волонтерсен) çулталăкĕ пулнă май Андрей Терентьев та волонтер пулни пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Унăн волонтер пулнине ĕнентерекен кĕнеке те пур.

Шкул саккипе сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăкăн малта яваплă тапхăр - патшалăх экзаменĕсем. Андрей ăçта вĕренме кĕресси пирки хальлĕхе тĕплĕн палăртса хуманнине пĕлтерчĕ, маркетингпа финанс е юриспруденци енĕпе пĕлỹ илес шухăшлине каларĕ. Хуть те мĕнле професси суйласа илсен те Андрей Терентьева хальхи пекех маттур та пуçаруллă, хастар та пултаруллă пулма сунатпăр.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31