ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси хуть те мĕнле çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, пирĕн çĕршывшăн вара - уйрăмах. 2012 çулхи май уйăхĕнчи указсенчен пĕри шăпах çак ыйтупа çыхăннă. Çуртсем ытларах та ытларах тунине пурте сисрĕç. Ку енĕпе темиçе федераллă программа та ĕçлет. Вĕсене пула Раççейре пурăнакансем пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарчĕç. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри вăл - çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарасси. Кивĕ те пурăнма юрăхсăр çуртсем пире валли еткере нумай юлнă. Президент çак задачăна пурнăçлама хушрĕ. Паллă ĕнтĕ, ăна пĕр çулта пурнăçлаймастăн. Кивĕ те авариллĕ çуртсен йышĕ çулсерен ỹссе кăна пырать. Апла пулин те, Владимир Путин пĕтĕмĕшле илсен задачăна пурнăçлани пирки каланă. Сăмах 2012 çулччен "авариллĕ" тесе палăртнă çуртсем пирки пырать.
Чăваш Енре авариллĕ çуртсенчен 2013-2017 çулсенче куçармалли программăна йышăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ çапларах - хăтлă çуртсене республикăри 12 пин ытла çын куçнă. Ку - 4 пин те 776 çемье, вĕсем унччен авариллĕ, нумай хваттерлĕ 841 çуртра пурăннă.
Вĕсене валли нумай хваттерлĕ 250 ытла çурт çĕнĕрен тунă е сутăн илнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ - 192 пин ытла тăваткал метр. Палăртмалла, программăна пурнăçлама укçа-тенке федераллă, республика, муниципаллă бюджетсенчен уйăрнă. Çынсен укçипе усă курман. Анчах та татса паман ыйтусем татах пур-ха ку енĕпе. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре кăна 2012 çул хыççăн тата 190 çурта авариллĕ тесе йышăннă. Çавăнпа та Владимир Путин Президент çак ĕçе малалла тăсма хушнă. 2012-2017 çулсенче Чăваш Енре пурĕ 4,6 млн тăваткал метр кил-çурт тунă. Ку - 65 пин хваттер! Пирĕн граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тесе темĕнле программа та ĕçлерĕ. Тĕслĕхрен, Аслă Отечественнăй вăрçăн 2162 ветеранĕ, 3425 çамрăк çемье, 1351 тăлăх ача пурăнмалли хăтлă хваттерлĕ е çуртлă пулчĕç. Пурăнмалли условисене лайăхлатма федераллă амăшĕн капиталĕпе 37525 çемье усă курчĕ. 4000 ытла çемье ку тĕллевпе республикăри амăшĕн капита- лĕпе усă курнă. Кун пек хăвăртлăхпа çуртсене совет саманин чи лайăх тапхăрĕнче те туман. Анчах та чи пĕлтерĕшли - кил-çурта ахаль çынсемшĕн туни. Чăваш Енре хăш-пĕр категорири граждансем валли ипотека ставкине субсидилеççĕ. Владимир Путинăн пуçарăвĕпе вара халĕ икĕ е ытларах ачаллă çемьесенне те ипотекăн 6 процентран ытларах пайне субсидилеççĕ.
Комментари
Алина ЯРАБАЕВА, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕ:
"Авариллĕ тата икĕ çурт пур" - Пирĕн районта 2012-2017 çулсенче Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин тата Гагарин урамĕсенчи авариллĕ виçĕ çуртран 10 çынна хăтлă хваттерсене куçарнă. Çак хваттерсем Ленин урамĕнче çĕнĕрен тунă 70-мĕш çуртра вырнаçнă. Çынсене юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарма пурĕ 7770950 тенкĕ тăкакланă, çав шутра район бюджетĕнчен - 375590 тенкĕ. Пирĕн районта 2012 çул хыççăн "авариллĕ" тесе йышăннă икĕ çурт пур, вĕсем Штанашра тата Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнче вырнаçнă.
Ноябрь 2024 |