ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш ача çуралсан çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçет тата тỹрех çак нухратран уйăхсерен укçа илсе тăма пултарать.
Пенси фончĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен укçа илсе тăрасси пирки пĕрремĕш заявлени çыракан пур та ĕнтĕ. Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Ольга Матвеева кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнче иккĕмĕш ачине çуратнă. Январĕн 31-мĕшĕнче вăл районти пенси уйрăмне çитсе тỹрех икĕ заявлени çырнă: пĕри - амăшĕн капи-талĕн сертификатне илме, тепри - амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен укçа илсе тăмашкăн.
Икĕ ача амăшне амăшĕн капиталĕн сертификатне уйăх хушшинче параççĕ, унтан 10 ĕç кунĕ хушшинче укçа куçараççĕ.
Палăртмалла, ку тỹлеве сахал тупăшлă çемьесем тивĕçеççĕ. 2018 çулта çуралнă е усрава илнĕ иккĕмĕш ачашăн уйăхсерен 8910 тенкĕпе танлашакан укçа илсе тăрас тесен, çемьери кашни çын пуçне (çав шутра ачасем те) тивекен тупăш 13995 тенкĕрен ытла пулмалла мар.
ПĔЛМЕ:
ПĔРРЕМĔШ ачашăн укçа илме районти социаллă хỹтлĕх пайне каймалла,
ИККĔМĔШ ачашăн тỹлев илме - Пенси фончĕн районти уйрăмне
Заявленисене нумай функциллĕ центрта е пенси уйрăмĕнче йышăнаççĕ. Заявление ача çуралсан ултă уйăх хушшинче çырсан укçана ача çуралнă кунтанах параççĕ, енчен те ача ултă уйăх тултарнă хыççăн çырсан - заявлени çырнă кунран. Уйăхсерен паракан тỹлев çулталăк хушши куçать. Унтан амăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе тепĕр хут заявлени çырма пултарать.
Енчен те амăшĕн капиталĕн укçи пĕтсен е ача çулталăк çурă тултарсан, е çемье урăх çĕре пурăнма куçсан тỹлев пама чарăнаççĕ.
Амăшĕн капиталĕнчен иккĕмĕш ачашăн тỹлев илсе тăрасси пирки Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче е Пенси фончĕн сайтĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать.
А.ТИМОФЕЕВА.
Ноябрь 2024 |