Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Амăшĕн савăнăçĕ - ачисенче

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2018, 10:19 Просмотров: 683

mixatПаян, февралĕн 7-мĕшĕнче, Утаркасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Алексеевна Михатайкина хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ, хăнасемпе çывăх çыннисенчен ăшă сăмахсем йышăннă.

Çăмăл иртмен унăн çамрăклăхĕ, нушине сахал мар курнă вăл. Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе ĕçе пуçăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраман, малаллах талпăннă. Хăйĕн кун-çулне колхозпа çыхăнтарнă Зинаида Алексеевна, хăмла çинче те вăй хунă, 10 çул хушши дояркăра тăрăшнă. Сĕт суса илессипе малтисен ретĕнче пулнă вăл, унăн сăнĕ район Хисеп хăми çинче те çуталнă. Колхоз ĕçне активлă хутшăннăшăн темиçе хутчен те наградăна тивĕçнĕ тыл ĕçченĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вăл хăйĕн юратнă ĕçне пăрахман.

Мăшăрĕпе, Яков Дмитриевичпа, вăл колхозра тĕп экономистра ĕçленĕ, пилĕк ачана кун-çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратнă. Шел те, унăн пурнăçĕ йы-вăр чире пула вăхăтсăр татăлнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех çĕр çыннин пархатарлă ĕçне хаклама, юратма вĕрентнĕ. Ял çыннин ĕçне хисепе хунипе ĕнтĕ аслă ывăлĕ Слава Ялхуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсе алла агроном дипломне илнĕ. Люся хĕрĕ те ялхуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăл тунă, агронома вĕреннĕ. Митя ывăлĕ те чун туртăмĕпе ялхуçалăх техникине алла илнĕ. Альбина медицина енĕпе кайнă, Полина Ялхуçалăх академине пĕтернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, хăйсем те маçакпа кукам пулнă.

Ĕçсĕр пĕр кун та лармасть тыл ĕçченĕ. Аллисем хăйсемех ĕç патне туртăнаççĕ унăн. Çапла, мĕн ачаранах ĕçе хăнăхнăскер, халĕ те кил-хуçалăхĕнче, сад-пахчара тăрмашма кăмăллать.

Паянхи кун Зинаида Алексеевна Михатайкина ачисен, 11 мăнукĕн тата 15 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсем çине пăхса савăнать.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5