Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

Категория: Общество Опубликовано: 13.01.2023, 10:43 Просмотров: 526

filippova"Свобода" колхозра тăрăшакан Раиса Ивановна Филиппова хăйĕн пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă. Вăл Чулхула облаçĕнчи Кстов районĕнчи ялхуçалăх техникумĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ. 1982 çулта "Марксист" колхозра çамрăк специалиста сĕт-тавар фермине ертсе пыма шаннă. Кăшт каярах вăл "Свобода" колхозра ветеринарта тата ферма ертỹçинче ĕçленĕ. Унтанпа 42 çул иртнĕ ĕнтĕ. Паянхи кун Раиса Филиппова асăннă хуçалăхра 380 пуç мăйракаллă шултра выльăха, вĕсен шутĕнче 100 сумалли ĕнене, пăхса тата производство ĕç-хĕлне йĕркелесе тăрать.

Раиса Ивановнăн професси пахалăхĕсем "Свобода" колхоза аталантарма пулăшса пыраççĕ. Производствăри кăтартусене пула хуçалăх пĕрре мар малти вырăнсене тухнă. Раиса Филиппова кашни ĕçчен валли кулленхи ĕç калăпăшне, ялхуçалăх продукцине тăвакан производство уйрăмĕн ĕçне палăртать. Вăл выльăх шутне ỹстерессипе те, ăна упраса хăварассипе те аван ĕç кăтартать. Хуçалăхри тĕп кĕтỹ йышне тĕрĕсленĕ ăратлă çамрăк ĕнесемпе ỹстерсе пырасси çине те вăлах тимлĕх уйăрать. Раиса Филиппова çамрăксене те хăйĕн паха ĕç опычĕпе паллаштарма тăрăшать, вĕсене вĕрентсе пырса ĕçе хăнăхтарать. Вăл уйрăмах кун йĕркине пăхăнасси, выльăхсен ушкăнĕсене валли апат хатĕрлесси, чирсене вăхăтра тупса палăртса сиплесси, йывăрлăхсене парăнтарасси çине тимлеттерет.

Ĕçри çитĕнĕвĕсене кура Раиса Ивановнăна пĕрре мар райĕçтăвкомăн ялху-çалăх управленийĕн, колхоз правленийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. Çапла 1999 çулта ялхуçалăх аталанăвĕнче çитĕнỹсем тунăшăн тата нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн вăл Чăваш Республикин Ялхуçалăх тата апат-çимĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2004 çулта ялхуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. Пултаруллă та хастар Раиса Филиппована 2014 çулта агропромышленность комплексне аталантарассипе хастар ĕç кăтартнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

Ĕçе чунтан парăнса пурнăçланине пулах ĕнтĕ çак кунсенче Раиса Ивановна "Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ăна чунтан саламлатпăр, малалла та ĕçре ăнăçу сунатпăр.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5