Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕнĕ çулта - çĕнĕ йышпа

Категория: Общество Опубликовано: 13.01.2023, 10:55 Просмотров: 597

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен реформи иртрĕ. Муниципаллă районсем вырăнне муниципаллă округсем туса хучĕç. Муниципаллă округ территорийĕнче пĕр пуçлăх, халăх суйлакан орган - депутатсен пухăвĕ, пĕр администраци, территорин пĕрлехи пĕр бюджечĕ тата планĕ, экономикăпа, социаллă пурнăçпа, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентỹпе, культурăпа çыхăннă ыйтусене татса паракан пĕр центр пулни ĕç тухăçне ỹстерме пулăшĕ.

Район та Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ пулса тăчĕ. Çĕнĕлĕхсем чи малтан муниципаллă округăн тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пырса тиврĕç. Халĕ муниципаллă округăн ĕç-хĕлне муниципаллă округăн пуçлăхĕ Иван Николаевич Михопаров йĕркелесе пырĕ. Муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн çĕнĕ çумĕсене палăртрĕç. Çапла вара, муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕнче малтанхи пекех вĕренỹ, çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Игорь Нестерович Живоев тăрăшать. Çав вăхăтрах муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕ-çĕсене пурнăçлама экономика, инвестици политикин, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникне Ольга Ивановна Фондеркинана тата территорисене хăтлăх кĕртессипе, аталантарассипе ĕçлекен управлени ертỹçине Андрей Владимирович Секайкина шаннă.

Администраци тытăмĕнчи хăш-пĕр пайсене хушма ĕç енĕсене çирĕплетсе панă. Çапла, малалла çарпа учет сĕтелĕн ĕçне мобилизаци хатĕрленĕвĕн, гражданла хỹтĕлевпе чрезвычайлă лару-тăрăвăн ятарлă программисен пайĕ тимлесе тăрĕ. Енчен те ку вăхăтчен кашни ял тăрăхĕнче çара каякан çамрăксемпе ĕçлекен пулнă пулсан, халĕ вĕсене пĕрлештернĕ.

Çав вăхăтрах муниципаллă округ администрацийĕн тытăмĕнче хальлĕхе пушă ĕç вырăнĕсем пур.

Çĕнĕлĕх ял тăрăхĕсене пырса тиврĕ - 10 ял тăрăхĕ вырăнне 10 территори пайĕ ĕçлеме пуçларĕ. Территори пайĕсене ертсе пыракансен йышĕ те кăçал çĕнĕ çынсемпе пуянланчĕ. Атнар, Ачкасси, Тралькасси тата Хĕрлĕ Чутай территори пайĕсен ертỹçисен тивĕçĕсене пурнăçлакансене палăртрĕç. Çак кунсенче муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Николаевич Ачкассипе Атнар территори пайĕсен администрацийĕсене çитсе коллектива çĕнĕ ертỹçĕсемпе Лидия Андреевна Спиридоновапа тата Альбина Анатольевна Наумовапа паллаштарнă. Çавăн пекех Тралькасси территори пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлама Надежда Геннадьевна Белова тата Хĕрлĕ Чутай территори пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлама Юрий Григорьевич Пахинов пуçланă.

Муниципаллă округ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем курăмлă. Çĕнĕ йышпа, çĕнĕ вăйпа малалла та муниципаллă округа аталантарас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçласса шансах тăратпăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5