Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси - пирĕн тивĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.01.2023, 14:36 Просмотров: 494

10998a1c-33ad-40c5-a858-a66bbУкраинăри çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, вĕсене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарас ĕçре Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕнче пурăнакансем хастарлăх кăтартаççĕ. Çамрăксене тулли мар мобилизаципе çара илсе кайма ят тухсан хĕрлĕчутайсем салтаксене çи-пуçпа, кирлĕ хатĕрсемпе, апат-çимĕçпе пулăшас тĕллевпе укçа-тенкĕ пухма пуçларĕç. Укçа пухмачĕ хăвăрт тулса пычĕ. Ку пуçаруран пĕр çын та юлмарĕ пулĕ пирĕн тăрăхра. Ял çыннисем, организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, уйрăм предпринимательсем, муниципаллă округ тулашĕнче пурăнакан ентешсем администраци пуçарăвĕпе йĕркеленĕ счет çине укçа куçарса 720 пин тенкĕ пухнă. Укçа хывас ĕçре В.Еремеевăн (100 пин), Ю.Аливанкинăн (50 пин), А.Ивантаевăн (30 пин), В.Романовăн (50 пин, Ваçкаçырминче çуралнă), Г.Ивановăн (50 пин, Хирлỹкассинчен), А.Балалайкинăн (20 пин), "Эстет" пĕрлешĕвĕн (50 пин) тỹпи пысăк. Уйрăм çынсем те салтаксене пулăшас тĕллевпе укçа пухнă - М.Селивестров (20 пин), Ф.Вахтеров (10 пин), Сорăм ялĕнчи пĕр ватă çын (15 пин, шел пулин те, хушамачĕ паллă мар) тата ыттисем те. Çынсем кам мĕн чухлĕ пама пултарнă, çавăн чухлĕ панă - пурне те каласа хăварма май çук.

Тулли мар мобилизаципе çара кайнисене пулăшассипе муниципаллă округăн хастар çамрăкĕсем те 800 пин тенкĕытла пухма пултарнă. В.Долгов (74 пин), Ю.Михайлов, В.Волков, А.Ивантаев, И.Романов, Б.Туйманкин - 50-шар пин, В.Петров, А.Картмасов, Д.Тимофеев - 20-шер пин, А.Данилов - 15 пин, Е.Синяков, А.Тимофеев, А.Майоров 10-шар пин тенкĕ пухнă. Вĕсемсĕр пуçне Хĕрлĕ Чутай салинчи, Туктамăш ялĕнчи кашни çамрăк укçа пухас ĕçе хăйĕн тỹпине хывнă, хăшĕсем пĕрре те мар, темиçе хутчен те укçа куçарса пама ĕлкĕрнĕ. Лавкка хуçисем Н.Ивантаева, А.Григорьев, райпо председателĕ А.Степанов салтаксене пĕрре мар пулăшса çар условийĕсенче кирлĕ япаласем панă.

Çапла, Украинăри çар операцине хутшăнакан пирĕн ывăлсене, шăллăм-пиччесене, мăшăрсене, аттесене, юлташсене пулăшассипе ватти-вĕтти те тăрăшать. Çынсем укçапа кăна мар, япаласемпе те, ырă сăмахсемпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Шкул ачисем салтаксене хавхалантарса çырусем çыраççĕ, окопра усă курмалли çуртасем тăваççĕ, хĕрарăмсем нускисем çыхаççĕ. Ял-йыш вара тĕрлĕ япаласем парать - супăньне, нуски-алсишне, апат-çимĕçне тата ыттине те. В.Савинкин çынсенчен пухнă газ баллонĕсенчен тимĕр кăмакасем турĕ. Çак кунсенче пурте пĕрле пухăнса 580 пин тăракан машина туяннă. Çавăн пекех Тихăнушкăнь ялĕнчи Владимир Порфирьевич Волков хăйĕн УАЗ машинине салтаксем патне çитерсе пама кăмăл тунă. Ĕнер икĕ машинăна тата ăсатма каякан çамрăксен машинисене япаласемпе тултарса пирĕн хỹтĕлевçĕсем патне ăсатрĕç. Тулли мар мобилизаципе салтака кайнă çамрăксем вĕренỹ чаçĕсенче пулнă тапхăрта тăванĕсем, юлташĕсем кашни хăй тĕллĕн вĕсем патне çитсе курнăччĕ. Халĕ çамрăксем ятарлă çар операцийĕнче пулнă май муниципаллă округ ертỹлĕхĕ вĕсене пулăшас енĕпе пурне те пĕрлешсе ĕçлеме ыйтать.

Салари хастар та маттур каччăсем малалла та уйăхра пĕрре те пулин салтаксем патне çитес шухăшлă. Çавăнпа та хамăр салтаксене пулăшас тĕллевпе япаласем, апат-çимĕç, укçа парас текенсене калаçса татăлса пĕрле ĕçлеме чĕнсе калаççĕ. Муниципаллă округ администрацийĕнче ĕçлекенсем паян укçа пухассипе пĕр счет уçма хатĕрленеççĕ. Çак ĕçе тулли мар мобилизаципе салтака кайнă каччăн амăшĕпе калаçса татăлса тăвасшăн.

Тулли мар мобилизаципе çара кайнисен çемйисене патшалăх пур енлĕ пулăшма тăрăшать. Вĕсен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтра татса парас тĕллевпе муниципаллă округ администрацийĕнче Координаци канашне йĕркеленĕ. Çавăн пекех социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта мобилизациленнĕ çамрăксен социаллă паспортне хатĕрленĕ. Кунта мĕнпур ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ. Муниципаллă округри спорт, культура учрежденийĕсенче, шкулсенче салтаксен ачисем çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ.

И.МИХОПАРОВ, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ:

- Хамăр ентешсене пулăшас тĕллевпе эпир сахал мар ĕç турăмăр. Малалла та пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, шанса ĕçлесен эпир тата та ытларах ĕçсем тума пултарăпăр. Хальхи йывăр вăхăтра пирĕн нихçанхинчен те çирĕп, пĕр-пĕринпе çывăх та туслă пулмалла.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31