Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Хамăрăннисене пăрахмастпăр" акцие кашниех хутшăнма пултарать

Категория: Общество Опубликовано: 03.02.2023, 10:32 Просмотров: 678

pomoch2Пĕтĕм çĕршывĕпех кар тăрса Украинăри çар операцине хутшăнакансене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕнче пурăнакансем те пĕрремĕш кунранах пулăшу кỹреççĕ. Паянхи кун та ыркăмăллăх ĕçĕнче маттуррисем чылай.

Мобилизациленĕ ентешсене пулăшас тĕллевпе укçа пухас ĕç чарăнса тăман. Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки эрне хушшинче юридици сăпачĕсем округ администрацийĕ уçнă ятарлă счет çине пĕтĕмпе 431 пин те 400 тенкĕ куçарса панă. Уйрăм çынсем Туктамăшри Александр Александрович Альгешкин уçнă счет çине 111 пин тенкĕ хывнă. Кунсăр пуçне вăрман леш енчи ялсенче (Залесное) çуралса ỹснисем Валерий Леонидович Павлов счечĕ çине пурĕ 502 пин тенкĕ хывнă. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем тата Березовкăри уйрăмра пурăнакан ватăсемпе инвалидсем пурĕ 16 пин те 700 тенкĕ пухса панă. Паян вара Горбатовка ялĕнче пурăнакан, хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе уйрăм предприниматель шутланакан Геннадий Владимирович Гаврилов округ администрацийĕнче вырнаçнă пулăшу пухмалли пункта 50 килограмм пыл çитерсе панă.

Палăртмалла, округ территорийĕнче вырнаçнă апат-çимĕç лавккисенче мобилизациленĕ ентешсем валли пулăшу pomochпухмалли кĕтессем йĕркеленĕ. Суту-илỹ вырăнĕсенче вырнаçтарнă ятарлă курупкăсене хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç (консервсем, кĕрпесем...), гигиена хатĕрĕсем, кулленех кирлĕ япаласем хума пулать. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие кашниех хутшăнма пултарать.

Çакна та асăнса хăвармалла. Хĕрлĕчутайсем валли Телеграм-каналта «Красные Четаи Zа Победу!» ятпа ятарлă чат уçнă – https://t.me/krchetaizapobedy. Ăна пуçарса яраканĕ - Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тăрăшакан Арина Михайловна Элеменкина. Асăннă чат 2278 çынна пĕрлештерсе тăрать. Унта укçан пулăшу хывас шухăшлисем валли счет (А.А.Альгешкин ячĕпе уçни) номерне палăртнă. Çавăн пекех чатра мобилизациленĕ ентешсене пулăшмалли сĕнỹсемпе, гуманитари пулăшăвĕ памалли тĕрлĕ информаципе паллашма пулать. Сĕнтĕкçырми ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Валерий Леонидович Павлов та уйрăм чат уçнă –  https://chat.whatsapp.com/DCE08V12gH3wadGwZBxmu. Ку чат 395 çынран тăрать. Унта та пулăшу кỹмелли счет номерне палăртнă.

Эпир пурте пĕрле кар тăрсан, мĕн пултарнă таран пулăшсан çеç тăшмана тĕп тума, çĕнтерĕве çывхартма пултаратпăр. Çавăнпа та пулăшу аллине малашне те тăсар!

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5