Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать

Категория: Общество Опубликовано: 03.02.2023, 10:53 Просмотров: 1347

churbyaНумай çул медицина сестринче тăрăшакан ырă кăмăллă та пултаруллă Светлана Федоровна ШУРБЯНА пирĕн тăрăхра пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне медицинăна тата ачасене халалланă.

Шкулта лайăх вĕреннĕ хĕрача саккăрмĕш класс хыççăнах Шупашкарти медицина училищине çул тытнă. Ăна пĕтернĕ хыççăн Светлана виçĕ çул хушши ачасен инфекци больницинче ĕçленĕ. Тăван яла таврăнсан "Пилеш" ача садне воспитателе вырнаçнă. Ку ĕçре вăл нумаях та ĕçлемен, декрет отпускне кайнă. Ĕçе тухсан Светлана "Пилеш" ача садĕнче медицина сестрин ĕçне пурнăçлама пуçланă. Кунта вăл 36 çул тăрăшнă. Ача садĕнче юсав ĕçĕсем пуçланнă хыççăн вăл çулталăк ытла "Хĕвел" ача садĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун вара Светлана Шурбя Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ачасен сывлăхне тимлесе тăрать.

Светлана Федоровна ачасемпе ĕçлени савăнăç кỹнине кăна мар, пысăк яваплă ĕç пулнине те пĕлет. Чылай çул хушши вăл ачасемпе ĕçлесе вĕсене пĕрре пăхса ăнланакан пулнă. Ача садĕнче кашни ĕç кунне ушкăнсене çитсе ачасен сывлăхĕпе кăсăкланнинчен пуçланă. Вĕсем ăна йăл кулăпа, савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Çак самантрах шăпăрлансем чупса пырса хăйсене мĕн пăшăрхантарнине каласа панă. Пурте медицина сестрин тимлĕхне кĕтнĕ - хăшне ачашламалла, теприне тимлĕн итлемелле, виççĕмĕшне хĕрхенмелле. Кашнине ăшă сăмах каласа лăплантарнă, ăнлантарса панă. Ачасемпе калаçма пĕлни Светлана Федоровнăн ĕçне çăмăллатнă. Медицина сестрин витаминĕсем те ăшă сăмах пекех пĕчĕк ачана кĕске вăхăтра лăплантарма пулăшнă.

Светлана Шурбя хăй вăхăтĕнче ку профессие ăнсăртран суйласа илнĕ темелле. Вăл шкулта "5" паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Çакă çăмăллăх кỹнĕ. Светлана медицина училищине экзаменсемсĕр вĕренме кĕме пултарнă тата общежитире пурăнма майсем пулнă - пулас професси суйласа илнĕ тапхăрта çаксем пысăк витĕм кỹнĕ.

Вăл паянхи кун та хăйĕн професси пĕлĕвне ỹстерет. Кашни пилĕк çултах квалификаци ỹстермелли курссенче пулать, категорине çирĕплетет. Çав вăхăтрах профильлĕ вебинарсемпе семинарсенче вĕренме те вăхăт тупать.

Светлана пушă вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшать. Çурхи-çуллахи тапхăрта пахча çимĕç ỹстернисĕр пуçне чечексемпе аппаланма вăхăт тупать. Чечексем пур çĕрте те ỹсеççĕ: пỹрт умĕнче те, чечек чỹлмекĕсенче те, клумбăсенче те. Пỹрт умĕнче ỹсекен кĕлчечексене иртен-çỹрен курса киленет. Петунисем вара пур çĕрте чечекленсе лараççĕ. Вăл килти чечексене ỹстерессипе те аппаланать.

Светланăн ăста аллисем кичемлĕхе пĕлмеççĕ, çавăнпа та вăл пушă вăхăтра тĕрлĕ япаласем çыхать. Çепĕç те ачаш алăсемпе çыхнă алсиш-нуски, кофтăсем çывăх çыннисене уйрăмах ăшă кỹреççĕ. Кĕçĕн мăнукĕ пуканесемпе выляма кăмăллать. Вĕсене валли вара вăл кĕпе-йĕм çыхса парать.

Светлана Федоровна хăйĕн çемйине те тимлĕх уйăрать. Мăшăрĕпе Александр Ивановичпа икĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă. Икĕ мăнукĕ вĕсене савăнăç кỹреççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Светланăпа Александр Шурбясен çемйи хăнасене яланах хавас. Тарават кил хуçи арăмĕ килекене чейпе, кукăльпе хăналамасăр пĕрре те кăларса ямасть. Ĕçчен, яваплă, тỹрĕ кăмăллă Светлана Федоровнăна шкул коллективĕ кăна мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те, пускилсем те хисеплеççĕ.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1