ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк пуçламăшĕнче ялсенче пурăнакансемпе тата тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе тĕлпулусем иртеççĕ. Тĕлпулура ял çыннисем тата тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пама пултараççĕ, район аталанăвĕпе те паллашма май пулĕ.
Кăçал февраль-март уйăхĕсенче иртекен тĕлпулусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан ушкăн "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнинчен пуçлать. Ку тĕлпулу паян пулать.
Февралĕн 16-мĕшĕнче 11 сехетре Кив Атикассинчи Культура çуртĕнче Кив Атикасси тата Вырăсушкăнь ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçĕç, çав кунах 15 сехетре Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче - Сĕнтĕкçырми тата Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакансемпе.
Февралĕн 20-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра Александр Башкиров Хĕрлĕ Чутай шкулĕн коллективĕпе тĕл пулĕ, февралĕн 21-мĕшĕнче 13 сехетре - Мишеркасси шкулĕнче ĕçлекенсемпе. Çав кунах 18 сехетре Серенкассинчи Культура çуртĕнче Серенкасси тата Калкасси ялĕсенче пурăнакансемпе тĕлпулу иртĕ.
Февралĕн 27-мĕшĕнче 14 сехетре район больницин коллективĕпе тĕл пулĕç, февралĕн 28-мĕшĕнче 15 сехетре - райпо коллективĕпе.
Мартăн 1-мĕшĕнче 16 сехетре Тралькассинчи Культура çуртĕнче тралькассисемпе тата мучикассисемпе тĕлпулу иртĕ, мартăн 2-мĕшĕнче 16 сехетре - мăнэтменсемпе, шĕмшешсемпе тата пĕчĕкэтменсемпе (Мăн Этменти Культура çуртĕнче), 18 сехетре - Атнарта тата Шоровăра пурăнакансемпе (Атнарти Культура çуртĕнче).
Мартăн 5-мĕшĕнче 11 сехетре Штанашри Культура çуртĕнче Штанаш салинче тата Вăрманкасра пурăнакансемпе тĕлпулу иртĕ, мартăн 6-мĕшĕнче 11 сехетре - "Коминтерн" ЯХПК ĕçченĕсемпе, 18 сехетре - Питĕркассипе Кỹпешре пурăнакансемпе (Питĕркассинчи Культура çуртĕнче).
Мартăн 7-мĕшĕнче 14 сехетре Пантьăкри клубра пантьăксемпе тата пухтанкассисемпе тĕл пулĕç, мартăн 12-мĕшĕнче 12 сехетре - "Атадорс" ТЯО-ра тăрăшакансемпе. Мартăн 13-мĕшĕнче 13 сехетре тĕлпулу районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцире ĕçлекенсемпе иртĕ, 18 сехетре - Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ центрĕнче пурăнакансемпе (районти Культура çуртĕнче).
Çавăн пекех А.Башкиров ертсе пыракан ушкăнсăр пуçне тата икĕ ушкăн та район çыннисемпе тĕл пулĕ. Асăннă ушкăнсене райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕсем А.В.Ярабаевапа И.Н.Живоев ертсе пыраççĕ, вĕсем ытти вырăнсене çитсе халăхпа тĕл пулĕç.
А.СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |