Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пахалăхлă пĕлỹ илме майсем пур

Категория: Общество Опубликовано: 17.02.2023, 14:41 Просмотров: 1013

Нумаях пулмасть округ администрацийĕн Пысăк залĕнче иртнĕ канашлура районăн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерчĕç, çав хушăрах врентỹ тытăмне те пăхса тухрĕç.

Пĕтĕмпе округра 16 муниципаллă вĕрентỹ организацийĕ: шкулчченхисем - тăваттă, пĕтĕмĕшле пĕлỹ параканнисем - тăххăр, хушма пĕлỹ параканнисем - виççĕ (Ачасен пултарулăх çурчĕ, Искусство шкулĕ, «Хастар» ФСК).

Ача садне 356 шăпăрлан çỹрет (2021 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 35 ача сахалрах). Вĕсенчен виçĕ çулчченхисем - 84 ача. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне черетре 27 ача тăрать, вĕсем хушшинче çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулчченхисем çук.

2022-2023 çулхи вĕренỹ çулĕнче округра 1243 ача пуçламăш, тĕп, вăтам пĕлỹ илет. 2021-2022 вĕренỹ çулĕнче 35 çамрăк 11-мĕш класс пĕтернĕ, вĕсенчен саккăрăшĕ «Вĕренỹре çитĕнỹсем тунăшăн» медале тивĕçнĕ (2021 çулта - 50 пулнă, медале тивĕçнисем - 11).

Çултан-çул округ республика шайĕнчи ăмăртусене активлă хутшăнать. 2022 çулта «Пилеш» ача сачĕ тата Атнарти вăтам шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕпе танла-шакан грантне тивĕçнĕ (2021 çулта - Хĕрлĕ Чутай шкулĕ).

Çавăн пекех Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Альбина Владимировна Фадеева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулсерен паракан тỹлевне илме тивĕç пулнă.

Округри шкулсенче 159 педагог тăрăшать, вĕсенчен 94 проценчĕ - аслă пĕлỹллĕ, 14 проценчĕ - аслă категориллĕ. 35 çул тултарманнисем - улттăн.

Кадр ыйтăвне лайăхлатас тĕллевпе те ĕçлеççĕ тăрăхра, çамрăк специалистсене тĕрлĕ пулăшу параççĕ: ĕç укçин 10 виçине пĕр хутчен тỹлеççĕ; çулсерен шкул выпускникĕсене направленипе тĕллевлĕ вĕрентĕве республикăри вузсене яраççĕ (2020 çулта - виççĕ, 2021 çулта - пĕрре).

Çавăн пекех тĕллевлĕ профориентациллĕ ĕç пур-ăçланса пырать. 2022 çулта «УПК 21» пысăк проект пурнăçланма пуçланă. Асăннă проект шкул саккинчех алла професси илме май парать, шкулсемпе техникумсене, колледжсемпе предприятисене çыхăну тытса ĕçлеттерет. Акă Етĕрнери агротехника техникумĕ Çĕн Атикасси шкулĕпе çыхăну тытсах тăрать. Кунта «Çĕвĕ ĕçĕ» класс уçнă. «Руно-Спец» ТЯО шкулта хальхи йышши пилĕк çĕвĕ машини вырнаçтарнă. Асăннă организаци ятарлă çи-пуç (спецодежда) çĕлес енĕпе тимлет. Хальхи вăхăтра çак специальноçе 16 шкул ачи илнĕ: Çĕн Атикасси шкулĕнчен - 9, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен - 5, Атнар шкулĕнчен - 2. Программăна вĕçленисем 2-мĕш разрядлă çĕвĕçсем пулса тăраççĕ.

2022 çулта Искусство шкулĕ çурчĕн никĕсĕнче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем валли «моделировани» тата «программировани» программипе IТ-класс уçнă. Унта çулталăк вĕренмелле. Вĕренỹ валли ятарлă пилĕк оборудовани пур. Паянхи куна кунта 19 ача пĕлỹ илет.

Округра пултаруллă ачасене пулăшассипе те ĕçлеççĕ. Çичĕ çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать, 10 вĕренекен - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн стипендине, 10 вĕренекен - администраци пуçлăхĕн стипендине, 11 вĕренекен - нотариат округĕн (Р.Праулован) ятран паракан стипендине.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, гуманитари тата цифра профильлĕ «Точка роста» вĕренỹ центрĕсене йĕркеленĕ: 2019 çулта - Атнар, Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсенче; 2020 çулта - Çĕн Атикасси шкулĕнче, 2021 çулта - Питĕркасси шкулĕнче.

Паянхи шкул инфратытăмĕ - вĕренỹ программисене хальхи йышши условисемпе йĕркелени, санитари пра-вилисемпе çуртсемпе сооруженисен проектировани нормисене çĕнетни.

2022 çулта, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Мишеркасси шкулĕнчи спортзалта 2 миллион та 677 пин ытла тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех Питĕркасси шкулĕнче 45 миллион ытла тенкĕлĕх ка-питаллă юсав ĕçĕсем ирттерме икĕ çуллăх контракт тунă. Ĕçсене 2023 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи плансем те пысăк: Хĕрлĕ Чутайри, Çĕн Атикассинчи, Хусанушкăнчи шкул территорийĕсене хăтлăлатмалла (пĕтĕмпе - 35 миллион ытла тенкĕлĕх).

Пирĕн округăн мухтавĕ - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн «Спарта» кадет класĕ. Вăл - «Мускаври çĕнтерỹçĕсен маршĕ» стройпа юрă смотрĕн çĕнтерỹçи. Кадет класне çỹрекен яшсемпе хĕрсем (преподавателĕ - Э.Романов) кăçал та республика, Раççей шайĕнчи мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма палăртаççĕ.

Вĕренỹ сферинче çĕнĕлĕхсем татах пулччăр, шкулсенче ачасене аталанма майсем хушăнсах пыччăр.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1