Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

ООО " П И Т А Н И Е" 

Красночетайского райпо требуются:

ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК

   Тел.: 2-16-91 

 


П Р О Д А Е М

3-н е д е л ь н ы х   б р о й л е р о в.

Тел. 8 996 852 44 76

 

 

 Уважаемые ветераны

Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!

Поздравляем Вас с праздником

и приглашаем на сборы 

9 июня 2023 г. в 10 часов

у Стелы в с. Красные Четаи.

                                    Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Правилăсене çирĕпрех пăхăнмалла

Категория: Общество Опубликовано: 05.03.2023, 21:35 Просмотров: 546

Хĕрлĕ Чутай округĕнче пушарсемпе çыхăннă оперативлă лару-тăру япăхланнипе февралĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа муниципалитет территорийĕнче пушара хирĕçле ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ.

Пушар асăрхавĕпе профилактика ĕçĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра çичĕ хутчен пушар алхаснă, пĕлтĕр ку тапхăрта икĕ пушар кăна пулнă. Вĕсенче кăçал икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, пĕлтĕр пĕр çын вилнĕ. Пушар сăлтавĕсем ытларах чухне çынсем пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе çыхăннă. Уйрăмах çынсем кăмакапа тата электрохатĕрсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни сисĕнет.

Вут-çулăмпа çыхăннă лару-тăру япăх, çавăнпа та çынсене пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕпрех пăхăнма чĕнетпĕр. Электрохатĕрсемпе тата кăмакапа усă курнă чух та пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмалла. Уйрăм çынсен кăмакасен, котельнăйсен, ăшăтмалли генераторсен юсавлăхне тимлесе тăмалла. Ытти хутмалли хатĕрсем тата тытăмсем пирки те манмалла мар. Юсавсăр кăмакасемпе тата ытти ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курма юрамасть. Тĕтĕм çулĕсене кăмакасене хутса ăшăтмалли тапхăрта кăна мар, хыççăн та тасатсах тăмалла. Хутнă кăмакана та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Çак ĕçе пурнăçлама ачасене шанмалла мар. Кăмака умĕнчи тимĕр çинче хăвăрт вут илме пултаракан япаласем хăварма юрамасть. Вут илтернĕ чух бензинпа, краççынпа, дизель топливипе тата хăвăрт илсе каякан шĕвексемпе усă курмалла мар. Пуху тата массăллă мероприяти иртекен пỹлĕмсенче те кăмака хутма юрамасть. Çавăн пекех кăмакана ытлашши хĕртсе ямалла мар. Çын пурăнман пỹлĕмсенчи тата сооруженисенчи кăмакасене ĕç кунĕ вĕçлениччен сахалтан та икĕ сехет маларах хутма пăрахмалла. Унсăр пуçне çуртсене заводра туса кăларнă тимĕр кăмакасем кăна вырнаçтарма юрать. Çакна çирĕплетекен документ пулмалла. Çунакан материалсенчен хатĕрленĕ таварсем, çỹлĕксемпе шкапсем тата ытти хатĕрсем кăмакасенчен сахалтан та 70 сантиметр аякра пулмалла, хутмалли-чĕртмелли вырăнсенчен - 1 метр та 25 сантиметртан кая мар.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2