Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

ООО " П И Т А Н И Е" 

Красночетайского райпо требуются:

ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК

   Тел.: 2-16-91 

 


П Р О Д А Е М

3-н е д е л ь н ы х   б р о й л е р о в.

Тел. 8 996 852 44 76

 

 

 Уважаемые ветераны

Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!

Поздравляем Вас с праздником

и приглашаем на сборы 

9 июня 2023 г. в 10 часов

у Стелы в с. Красные Четаи.

                                    Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.03.2023, 11:11 Просмотров: 302

Çитес вырсарникун, мартăн 19-мĕшĕнче, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекенсем тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

"Красночетайскагропромснаб" муниципаллă предприяти халăха сивĕ шывпа, ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă, шыв юхса тухас тытăма та вĕсем пăхса тăраççĕ. Предприяти пурĕ районти нумай хваттерлĕ 38 çуртра пурăнакансене (пурĕ - 1035 абонент) тата 42 предприятие коммуналлă ыйтусемпе тивĕçтерсе тăрать.

Коллектива 2020 çулхи май уйăхĕнчен тытăнса Валерий Иванович Жиганов ертсе пырать. Чылай çул ĕçлекенсем те пур коллективра. Акă, Валерий Николаевич Сатлайкин коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 30 çул ĕнтĕ тăрăшать. Кунта нумай çул ĕçлекен Николай Иванович Сарина та ырăпа асăнмалла. Пурĕ вара коллектив 17 çынран тăрать. Кашниех хăйне шанса панă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.

"2022-2023 çулсенчи хĕллехи ăшăтмалли тапхăра лайăх хатĕрлентĕмĕр. Ун умĕн 1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ котельнăйсенчи шыв ăшăтмалли котелсене юсарăмăр. Хĕллехи ăшăтмалли тапхăра йĕркеллĕ ирттертĕмĕр, пысăк кăлтăксем, телее, сиксе тухмарĕç. Пачах йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ, паллах. Вĕсене çийĕнчех сиртĕмĕр, çавна май халăхран шалăп та пулмарĕ", - пĕлтерчĕ Валерий Жиганов. Коллектив малашне те пур ĕçе тĕплĕн палăртса, тỹрĕ кăмăлпа тата яваплăха туйса пурнăçласан районти халăх шывпа, ăшăпа тата юхса тухас тытăмпа пĕр кăлтăксăр усă курĕ.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2