ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Патшалăхшăн тата граждансемшĕн лайăх çулсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Авалтан транспорт магистралĕсемшĕн вăрçăсем пынă. Паян та çулсем хăйсен стратегиллĕ пĕлтерĕшне çухатман. Ку - экономика аталанăвĕ, пурнăç пахалăхĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли хăтлă май.
Пысăк территориллĕ Раççейшĕн - çав шутра Чăваш Еншĕн те - çул ыйтăвĕ питĕ актуаллă. Совет Союзĕ саланнă хыççăн вун-вун çул хушшинче унччен те пысăк пахалăхпа палăрса тăман çулсем татах та ытларах арканнă. Пĕр харăсах тĕрлĕ шайри пин-пин километр çула юсаса çĕнетмелле. Унсăр пуçне çĕннисене те тумалла!
Çулсем тăвас ĕç лайăхланса пыни темиçе çул каялла палăра пуçларĕ. Раççей Президенчĕн хушăвĕсем хыççăн çул-йĕр отрасльне пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче республика шайĕнчи 1156 километр çула юсанă. Пĕрре пăхсан, сумлă цифра. Мускава çитмелли çултан та вăрăмрах. Анчах та çак километрсене республикăри ял-хуласем хушшинчи çулсем çине пайласан, тумалли ĕçсем татах пулнине ăнланса илетĕн. Апла пулин те, пурнăçлани те сахал мар.
Çĕнĕ çулсене 220 километр тăршшĕ тунă. Ку - аталану кăтартăвĕ. Уйрăмах çул тăвасси коммуналлă хуçалăхăн чи хаклă отраслĕ пулнине шута илсен.
Финанссемпе çыхăннă лару-тăру та лайăхланса пырать. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, Çул-йĕр фончĕ 5 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Ытти çулсемпе танлаштарсан, чылай ытларах. Кун пек ỹсĕм федераллă пулăшăва тата Çул-йĕр фондне тумалли çĕнĕ йĕркене кура пулчĕ. Çул-йĕре аталантарасси хальхи вăхăтра ытларах икĕ программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Чăваш Ен "Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем" приоритетлă федераллă программăна кĕнĕ. Ку - хитре ят кăна мар. Федераллă укçана текех пахалăхсăр юсав ĕçĕсемшĕн памаççĕ. Çул пахалăхне питĕ çирĕп тĕрĕслеççĕ, çакна пур подрядчик та чăтаймасть. Капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ çулсен гаранти вăхăчĕ пур - пилĕк çул. Çавăнпа та подрядчикăн çулсене тỹрех пахалăхлă тума тивет, кайран темиçе хут хăй шутĕнчен юсасран. Пахалăха икĕ хутчен тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ.
Çул-йĕр тумалли çĕнĕ техникăпа усă курни те савăнтарать. Ку çул тумалли вăхăта кĕскетет тата юсав ĕçĕсен пахалăхне ỹстерет. Программа ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай иртмен пулин те, кăтартусем пур. Пĕлтĕр пĕр çак программăпа килĕшỹллĕн кăна 29 километр çулсемпе урамсем юсаса çĕнетнĕ. Республикăри Минтранс пĕлтернĕ тăрăх, кăçал финансировани 1,4 млрд тенкĕпе танлашать. 143 километр тăршшĕ çулсене юсаса çĕнетме палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнче çулсен 70-75 процентне юсаса çĕнетесшĕн. Икĕ çул каялла ку кăтарту 30 процентпа танлашнă.
Яллă вырăнсенчи çул-йĕр ытларах "Устойчивое развитие сельских территорий" программăпа килĕшỹллĕн аталанса пырать. Кăçал ку про граммăпа 350 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Чи малтанах ку программăпа ялхуçалăх площадкисем (складсем, фермăсем, хранилищĕсем), хресченпе фермер хуçалăхĕсем, ялсенчи социаллă объектсем патне çити çулсем тăвĕç. Программăпа килĕшỹллĕн уйăрнă нухратсăр пуçне республика та яллă вырăнсенче çулсем тума 300 миллион тенке яхăн уйăрать. Пĕтĕмпе яллă вырăнсенче çулсем тума тата юсаса çĕнетме 700 миллион тенке яхăн уйăрĕç. Çавăнпа та кăçал çулсем тăвассипе чылай ĕç пурнăçланмалла. Чăваш Ен ертỹçисем федераллă укçапа тухăçлă усă курнине асăр-ханăран республикăна малалла та пулăшĕç. Апла пулсан çул-йĕр тăвас енĕпе Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçланса пыраççĕ.
Районта:
Кăçал районта Ирчкасси çывăхĕнчен Мишеркасси еннелле каякан çула, Кив Атикасси патĕнчен Штанаш еннелле каякан çула тума палăртнă.
А.СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |