ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*******************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февраль уйăхĕ сумлă юбилейсемпе, чăн та, пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем нумаях пулмасть ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, 90 çул тултарнă ятпа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвĕпе паллаштарнă.
Акă февралĕн 12-мĕшĕнче Тралькасси ял тăрăхĕнчи София Ивановна Афанасьева, Штанаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Евдокия Александровна Арсенкина, февралĕн 13-мĕшĕнче Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи Валентина Ивановна Лупова хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулхи ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, тĕслĕх илнĕ. Мăшăрлансан ачисене ура çине тăратма вăй-халне шеллемен. Вашават та ырă кăмăл-лăскерсем, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Кинемейсем пурнăç çине савăк куçпа пăхаççĕ, кил-тĕрĕшре ĕçлеме кăмăллаççĕ. Кун-çул иртнĕçем çак туйăм-сем вĕсенче вăйланнă çеç.
Паянхи кун ветерансем ачисен, мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен, тăванĕсен тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Декабрь 2025 |
