Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăх астăвăмĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2018, 16:43 Просмотров: 531

12 çул каялла Раççейĕн Çар вăйĕсен Çарпа мемориал центрĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнисене тупас тĕллевпе итернет-портал йĕркелеме шутланă. Çак шухăша Раççей Президенчĕ Владимир Путин та ырланă.

2007 çул вĕçнелле архиври 13 миллион ытла документăн цифрăллă копийĕсене, салтаксене пытарнă вырăнсен 42 пин паспортне, каялла тавăрайми çухатусен фончĕн 20 миллион çырса хунине, регионсенчи Астăвăм кĕнекисен пин ытла томне ятарлă компьютерлă даннăйсен банкне кĕртнĕ.

2010 çулта çак мелпех "Подвиг народа" ятпа даннăйсен банкĕ хута каять. Тинех Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен наградисем пирки документсене пурте курмалла вырнаçтараççĕ. Кунта - награда хучĕсем, учет карточкисем, наградăна мĕншĕн панине çырса кăтартнисем... Вĕсене вуласан салтак хăш чаçре, хăш хулара службăра тăнине, наградăна кам хушăвĕ пе панине тата ыттине пĕлме пулать. Çак документсене пăхсан хамăр тĕллĕнех салтак тата ăçта çапăçнине, хăçанччен службăра тăнине шыраса кайма пулать.

"Память народа" интернет-портала вара 2014 çулта, совет салтакĕн вăрçăри паттăрлăхĕ пирки тĕрĕссине каласа парас, фронтовиксен ячĕсене асра тытас тĕллевпе, йĕркеленĕ. Раççей Оборона министерствин Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ май пуçĕсене хуни-сене асра тытассипе тимлекен управленийĕ тăрăшнипе даннăйсен банкне чылай çĕнетнĕ тата хушма информаци кĕртнĕ.

Халĕ салтак е офицер ăçта çуралнине, юлашки хут службăра ăçта тăнине, е ăна ăçта пытарнине, хăш вырăнсенче паттăрлăх кăтартнине вуласа кăна мар, карттă тăрăх пăхса та пĕлме пулать. Кунта пурĕ архиври документсен 100 миллион ытла электронлă копийĕ. Ĕç çакăнпа вĕçленмест - интернет-порталти информацие хушсах, çĕнетсех тăраççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисемпе унти пулăмсем пирки пĕлес текенсем питĕ нумай. Юлашки виçĕ çулта кăна интернет-портала 58 миллион çын кĕнĕ. Уйрăмах май уявĕсем вăхăтĕнче усă куракансем нумай - пĕр минутра 1000 ытла çын информаци шырама кĕрет.

"Память народа" интернет-портала кĕрсе вăрçа хутшăннă тăвансем пирки информаци пĕлес тесен чи малтанах Интернетри хуть те мĕнле шырав сайтĕнче те "память народа" тесе çырăр. Вара pamyat-naroda.ru портал тупатăр. Унăн тĕп страницинче çакăн пек уйрăмсем пур: Вăрçă паттăрĕсем, Çар операцийĕсем, Салтаксене пытарнă вырăнсем, Чаçсен докуменчĕсем, Хушма информаци блокĕ, Харпăр хăй архивĕ. Ятарлă йĕркене хăвăр шыракан салтакăн е офицерăн ятне, ашшĕ ятне, хушаматне çырмалла. Çакăн пек ятлă хушаматлă çынсем чылай пулсан хăвăра кирлине тупма унăн çуралнă кунне тата вырăнне, хăçан вилнине кăтартма пултаратăр. Вара малалла салтакăн е офицерăн наградисем, ăçта çапăçни, ăçта пытарни пирки тата ытти чылай информацие пĕлме пулать. А.СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5