Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.03.2018, 11:06 Просмотров: 597

dsc 6768 7Февралĕн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз ертỹçипе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Валерий Павлов Чăвашпотребсоюзăн 2017 çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, пĕлтĕрхи ĕç калăпăшĕ 11 млрд тенкĕпе танлашнине палăртнă. Тĕрлĕ шайри бюджета 700 миллион тенкĕ налук тỹленĕ. Чăвашпотребсоюз никĕсĕнчи учрежденисен техникăпа пурлăх базине 200 миллион тенкĕлĕх çирĕплетнĕ, яллă вырăнсенче 140 çĕнĕ объект уçнă.

Паянхи кун чăваш кооператорĕсем 60 пин хушма хуçалăхпа çыхăнса ĕçлеççĕ. Чăвашпотребсоюз çулсерен Раççейри потребсоюзсем хушшинче малтисен йышĕнче пырать. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Центросоюзăн потребительсен 3 пин обществи хушшинче пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăна Муркаш райповĕ, иккĕмĕшне - Çĕрпỹ райповĕ, виççĕмĕшне Етĕрне райповĕ тухнă.

Пуринчен те тухăçлăрах ĕçлесе пыраканни вара - Ишлей райповĕ, вăл кăçал Чăвашпотребсоюзăн куçса çỹрекен ялавне тивĕçнĕ. Чăвашпотребсоюзăн лавккисенче ытларах вырăнти тавар туса кăларакансен продукцине сутма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра сутакан алкоголь продукцийĕн 85 проценчĕ - чăвашра туса кăларнисем.

Михаил Игнатьев, Чăвашпотребсоюза малалла та ăнăçлă вăй хума суннă май, Валерий Павлова тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав тунă, уйрăмах Чăвашпотребсоюз яллă вырăнсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтернине ырланă. Алкоголь продукцине сутнă акцизсем республика бюджетне кĕнине палăртнă.

Февралĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Енри потребкоопераци 125 çул тултарнине халалланă мероприяти иртнĕ. Унта райпо ĕçченĕсем те хутшăннă, наградăсене тивĕçнĕ.

(Тĕплĕнрех çитес номерте).

А.СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1