Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕсен кун-çулĕ уçă кĕнеке пек

Категория: Общество Опубликовано: 05.03.2018, 11:32 Просмотров: 771

st1Февраль уйăхĕ сумлă юбилейсемпе, чăн та, пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем çак кунсенче ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Николаевна Столярова февралĕн 26-мĕшĕнче 95 çул тултарнă, февралĕн 27-мĕшĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Илларионовна Капралова тата февралĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Василий Григорьевич Шехрейкин хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.kap1

Çак çулхи ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан ир пуçласа хĕвел аниччен уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, ырă тĕслĕх илнĕ. Мăшăрлансан ачисене ура çине тăратма вăй-халне шеллемен. Вашават та ырă кăмăллăскерсем, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Ветерансем пурнăç çине савăк куçпа пăхаççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кун-çул иртнĕçем çак туйăмсем вĕсенче вăйланнă, çирĕпленнĕ çеç.

Василий Григорьевич Шехрейкинăн та кун-çулĕ уçă кĕнеке пек. Çар тивĕçне пур-нăçланă хыççăн вăл хăйĕн пурнăçĕн чылай пайне хурал ĕçне халалланă. Прасковья Андреевнăпа мăшăрланса виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Вĕсем пурнăç çулĕпе 60 çул пĕрле утаççĕ ĕнтĕ. Мĕн çамрăкран ĕçе хă-нăхнăскер, паян та çĕр ĕçĕпе аппаланма кăмăллать ватă, сад-пахчари йывăç-тĕме, йăрансене пăхсах тăрать. Пушă вăхăт тупăнсанах алла хаçат тытать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те ăна кун-çул хушсах пырать.sh1

- Пурнăç нихăçан та ачашламан. Çемьере çичĕ ача пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пурăнма çав тери йывăрччĕ. Çав терт-нуша характера çирĕплетрĕ те. Эпир пурте çĕнтерỹ кунĕ çитессе, пурнăç лайăх енне улшăнасса шанса тăнă. Ман атте те виçĕ вăрçă витĕр тухса 91 çула çитрĕ, - аса илет Василий Григорьевич.

Паянхи кун ветерансем ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, çывăх тăванĕсен тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1