Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Михаил ИГНАТЬЕВ: "Малалла та çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлемелле"

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2018, 11:18 Просмотров: 581

IMG 0432Мартăн 2-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче республика ертỹçи Михаил Игнатьев хутшăннипе анлă канашлу иртрĕ. Канашлу ĕçне çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов, ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, ЧР финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.

Канашлу Михаил Игнатьев ĕçре тата вĕренỹре палăрнисене наградăсем панинчен пуçланчĕ. Физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тỹпе хывнăшăн "Хастар" ФСК директорне Вячеслав Дадюкова тата унăн çумне Юрий Бронюкова Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Тав çырăвĕсене парса чысларĕç. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Лилия Матвеева Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Алена Пименова, Татьяна Максимова, Анастасия Судакова, Светлана Пахинова, Андрей Терентьев (сăнỹкерчĕкре) республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельствăна илчĕç.

Районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетессипе çыхăннă канашлăва уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 çулта районта 14 муниципаллă программăна пур-нăçламаллине каларĕ, çакна валли 257, 8 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çавăн пекех Михаил Игнатьев Владимир Путинăн Федераци Канашне янă Çырăвĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ: "Президент чи кирлине каларĕ - паянхи тăнăçлăхпа лăпланса лармалла мар пирĕн, малашне те пĕтĕмĕшле лайăх кăтартусемшĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлемелле", - палăртрĕ республика ертỹçи.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, муниципалитет малалла аталанса пынинче кунта пурăнакан кашни çыннăн тỹпи пулнине каларĕ. 2017 çул кăтартăвĕсемпе кил-çурт тăвасси ỹснĕ, организацисенче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ те хăпарнă. Усă курман 1204 гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ пĕлтĕр. Ялхуçалăх продукцине туса илессипе те кăтартусем япăх мар - пур категориллĕ хуçалăхсенче 21 пин тонна сĕт суса илнĕ, 12,5 пин тонна тырă пухнă.

Канашлура тухса калаçакансем чылай пулчĕç, вĕсенчен пĕри, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, районти коммуналлă тытăмсен 70 ытла проценчĕ кивелнине каларĕ, ку енĕпе лару-тăрăва лайăхлатас тесен район "Чистая Волга" федераллă программăна кĕрсен аван пулмаллине палăртрĕ. Çавăнпа та Валерий Михайлович çак ыйтăва татса пама Патшалăх Думин депутачĕсене Николай Маловпа Леонид Черкесова пулăшма ыйтрĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев район малашне те аталану çулĕпе уттăр тесен хĕрлĕчутайсен бюджетăн харпăр хăй тупăшне ỹстермеллине, ĕçлеме пултаракан виçĕ пине яхăн çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме тăрăшмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех республика ертỹçи "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне çỹ- рекенсен йышне ỹстермеллине, район больницин диспансеризацие тивĕçлĕ шайра ирттермеллине каларĕ. Кăçал тума палăртнă проектсемпе ини-циативăсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

А.СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31