ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ăшă кунсем çитнĕ май çуркуннехи юратупа илемлĕх уявĕ - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - çитет. Шăпах хĕрарăм - пурнăç символĕ, çемье телейĕн тата вучахĕн управçи. Çак уяв тĕлне те Чăвашстат республикăри хĕрарăмăн кĕске статистика портретне хатĕрленĕ.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 658 пин хĕрарăм пурăнни паллă: 422 пинĕшĕ - хулара, 236 пинĕшĕ ялта тĕпленнĕ. Хĕрачасемпе 16 çул тултарманнисен шучĕ 18 процентпа танлашать, ĕçлеме пултаракан хĕрарăмсен - 50 процентпа, пенсие тухнисен - 32 процентпа. Хĕрарăмсен вăтам ỹсĕмĕ - 41,8 çул.
15-35 çулхисем пĕчченлĕх çинчен шухăшламасăр та пултараççĕ, мĕншĕн тесен 964 хĕр пуçне 1000 çамрăк тивет. Пĕтĕмĕшле илсен кашни 1000 арçын пуçне - 1139 хĕрарăм.
Кашни хĕрарăма хỹтĕлевçĕ, юратакан çын кирлĕ. Пĕлтĕр республикăри ЗАГС органĕсенче 7170 мă-шăр çемье çавăрнă. Хĕрарăмсенчен 76 проценчĕ пĕрремĕш хут качча кайнă. Ытларах 20-24 çулхи хĕрсем мăшăрланнă, 25-29 çулхисем - 28 процент, 30-34 çулхисем - 14 процент. Пĕтĕм хĕрарăмсен 44 проценчĕ - ача çуратма пултаракансем (49 çул таран).
Иртнĕ çул Чăваш Енре 7,1 пин арçын ача тата 6,8 пин хĕрача çуралнă. Кашни 100 хĕр пĕрчи пуçне 104 пăхаттир тивет. Пĕтĕмпе çут тĕнчене 14 пине яхăн тĕпренчĕк килнĕ. Вĕсенчен 5,1 пинĕ - çемьере пĕрремĕш ачасем, 5,9 пинĕ - иккĕмĕш, 3 пине яхăн - виççĕмĕш тата ун хыççăнхисем. Ача çуратакан хĕрарăмсен вăтам ỹсĕмĕ - 28,6 çул.
Хĕрарăмсем - экономика енчен халăхăн активлă пайĕ. Малтанхи даннăйсемпе пĕлтĕр 290 пин ытла çын экономика сферинче тăрăшнă. Çавăн пекех хĕрарăмсем обществăлла апатлану, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ сферисенче, хăна çурчĕн ĕçĕнче, социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ çĕрте ĕçлеме кăмăлланă. Финанс тата страхлав ĕçĕнче, культурăпа спорт облаçĕсенче, суту-илỹре ĕçлекенсем те йышлă.
Мĕнле уяв парнесĕр пултăр-ха? Мартăн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсем хăйсен савнийĕсемпе мăшăрĕсенчен мĕнле парне кĕтеççĕ? Хĕрарăмсен кăмăлне мĕн кайĕ-ши, вĕсене мĕн савăнтарĕ-ши? Паллах, модăпа интересленекен, алĕçĕпе ларма юратакан пикене çĕвĕ машини (8846 тенкĕ) килĕшĕ. Юратакан парфюм (100 миллилитрĕ 1371 тенкĕ) шăрши лайăх кăмăл-туйăм парнелĕ. Хĕрарăм кăмăлне каякан тепĕр капăрчăк - алăри сехет (1397 тенкĕ). Сăран сумка та (5719,18 тенкĕ), перчетке те (1580,19 тенкĕ), сунчăк та (954,94 тенкĕ) ытлашши пулмĕ. Чи лайăх парне, паллах, арçынсен ăшă сăмахĕсем тата чечек çыххисем!
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |