ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă тăрăх - пирĕн çĕршыв демографи йывăрлăхне икĕ хутчен кĕрсе ỹкнĕ. Вăрçă хыççăн тата иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Раççейре питĕ сахал ача çуралнă. Ку статистика çеç мар, экономикăна, çынсен пурнăç шайне япăх витĕм кỹрекен пулăм та...
Çавăнпа Раççейре амăшĕсемпе ачисене хỹтĕлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасен интересĕсене тĕпе хуракан наци стратегине йышăнасси çинчен 2012 çултах Раççей Президенчĕ указ кăларнă. Вăл вăйра тăнă çулсенче РФ Правительствине, регион влаçĕсене, ытти ведомствăна вун-вун хушу панă. Ку енĕпе ĕçленин кăтартăвĕсем те курăмлă.
Ача çуратакансене пулăшма йышăннă пĕрремĕш мера - амăшĕн капиталне çирĕплетни. Çапла майпа çĕр-çĕр пин çемье патшалăх пулăшăвне туйрĕç. Пирĕн республикăра кăна 81 пин ытла сертификат панă. Кунсăр пуçне 4600 çемье Чăваш Республикин амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе усă курнă.
Амăшĕн капиталĕн программи 2017 çулта вĕçленчĕ. Ăна малалла тăсассипе нумайăшĕ кăсăкланатчĕ. Çулталăк вĕçĕнче Раççей Пре-зиденчĕ демографие, амăшĕсемпе ачисене тĕрев паракан пуçарусем пирки сăмах пуçарчĕ. Вĕсенчен пĕри амăшĕн капиталĕн программине 2022 çулччен тăсасси пулчĕ. Кунсăр пуçне унпа анлăрах усă курма пулать. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен икĕ ачаллă çемьесем капитал укçи шутĕнчен уйăхсерен 8910 тенкĕ тỹлев илсе тăма пултараççĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕпе ача икĕ уйăх тултарсан ăна шкулчченхи вĕрентỹ учрежденийĕнче пăхнăшăн тỹлеме юрать. Республикăн амăшĕн капиталĕн программин вăхăтне те тăснă.
Çĕнĕлĕх - пĕремĕш ача çуралнăшăн паракан пособи. Малтанхи çулсенче патшалăх нумай ачаллă çемьесене ытларах пулăшатчĕ. Пĕрремĕш ача çуратнă мăшăрсен йывăрлăхсене хăйсенех çĕнтерсе пымаллаччĕ. Халĕ вара январĕн 1-мĕшĕнчен сахал тупăшлă (пĕр çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 1,5 чухлĕ виçинчен сахалрах тивсен) çемьесене уйăхсерен 8910 тенкĕ параççĕ. Тỹлеве илес тесен ашшĕпе амăшĕн заявлени кăна çырмалла. Ку пулăшупа Чăваш Енри çĕр ытла çемье усă курма пуçларĕ те ĕнтĕ. Малтан шутласа пăхнă тăрăх вара тỹлеве 2018 çулта 4500 çемье тивĕçĕ.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă, усрава илнĕ виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн пособи парассине çĕнĕрен вăя кĕртнĕ. Ăна республика ертỹлĕхĕ РФ Правительствипе тачă çыхăнса ĕçленĕрен чĕртсе тăратма май килнĕ. Тỹлев 8365 тенкĕпе танлашать.
Ачаллă çемьесен хăтлă кил-çуртра пурăнмалла. Анчах пурте пысăк процентпа ипотека кредичĕ илеймеççĕ. Кăçалтан РФ Президенчĕн хушăвĕпе икĕ е ытларах ачаллă çемьесен 6 процентлă кредит илме май пур. Ытти тăкака патшалăх саплаштарать. Çапла майпа пин-пин çемье хăтлă çурт-йĕр туянма пултарать.
Укçа-тенкĕпе пулăшни, паллах, ача çуратма хавхалантарать. Ашшĕ-амăшĕ чи малтан ачисене мĕн кирлипе туллин тивĕçтересси пирки шухăшлать-çке. Пирĕн ачасем - эпир вăл. Вĕсем те чирлеççĕ, вĕсене вĕрентмелле, воспитани памалла, хỹтĕлемелле. Çавăнпа Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çула çитичченхи ỹсĕмри ачасене яслисенче вырăнсемпе тивĕçтермелли çинчен пусăм тусах каларĕ. Ку, Владимир Путин шухăшĕпе, çамрăк ашшĕ-амăшне, уйрăмах амăшĕсене, хăвăртрах ĕç патне таврăнма, вĕренме, карьера тума май парать. Республикăра ултă çулта 47 ача сачĕ тунă. Черетре тăракансен йышĕнче виçĕ çултан иртнисем çук. Хăш-пĕр районта икĕ çул тултарнисене те садике вырнаçтарма май килнĕ. Малашне те садиксем хута кайĕç. Уйрăмах ясли вырăнĕсене йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлĕç.
Ачасене хỹтĕлемелли мерăсен шутĕнче поликлиникăсене юсамалли программăсене те палăртмалла. Чăваш Енре ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Анчах Раççей Президенчĕ ку çителĕксĕр тесе шухăшлать. Вăл Ачалăх вунă çуллăхĕ ирттересси çинчен пĕлтерчĕ тата Çырура амăшĕсемпе ачисене пулăшма уйăракан укçа-тенке 40 процент ỹстерме тĕллев лартрĕ. Апла-тăк Чăваш Енре ỹлĕмрен те ача сачĕсем хута кайĕç, ача-пăча поликлиникисене юсĕç, ашшĕ-амăшне пулăшĕç.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир ПУТИН:
- Çитес ултă çулта демографи аталанăвĕ валли, амăшĕсемпе ачисене хỹтĕлеме пирĕн 3,4 триллион тенкĕрен сахал мар уйăрмалла. Ку пысăк, анчах виçесĕр, пурнăçа кĕртме çук мар.
Ноябрь 2024 |