Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     *******************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

95 çул. Нумай-и вăл, сахал-и?

Категория: Общество Опубликовано: 16.03.2018, 10:05 Просмотров: 762

marimanakКун пирки çак çула пурăнса çитнĕ çын кăна калама пултарать пулĕ. Туканаш ялĕнче çуралнă, кун-çулне унтах ирттернĕ Мария Никитична Никифорова хуравлама пултарать çак ыйту çине. Мартăн 18-мĕшĕнче вăл çут тĕнчене килнĕренпе 95 çул çитет.

"Çак çулсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç", - тет Мари мăнак. Ăна ялта пурте Мари мăнак тесе чĕнеççĕ.

Вăл çулсенче çуралнă çынсен пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăрçă пурне те хавшатнă. Мари мăнакăн упăшкипе икĕ ачи вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче çамрăклах вилнĕ. Йывăр хуйха çĕнтерсе пырса малаллах пурăнма тăрăшнă вăл. Колхозра кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, çурлапа тырă вырнă, çавапа утă çулнă. Кĕлтесене, уттине, тыррине турттарма вăкăр кỹлсе çỹренĕ.

"Вăкăрпа колхоз ĕçĕсене тума нумай çỹрерĕм, çавăнпа эпĕ нумай пурăнатăп. Вăкăр вăйĕ манра", - тет Мария Никитична.

95 çулта пулсан та хăйне аван туять Мари мăнак. Кил картинче сурăх, качака сасси, автан авăтни илтĕнет. "Вĕсем - манăн туссем", - тет выльăхĕсем пирки вăл. Сумлă ватă патне икĕ йăмăкĕн ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕ-сем килсех çỹреççĕ.

"Мĕнле лайăх пурăнма, анчах ватăлма пуçларăм", - çак сăмахсемпе ăсатать хăйĕн патне тăтăшах килсе çỹрекен хăнисене Мария Никитична.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4